Archive - 24 Aug, 2017 - Тантăш

Date
  • All
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
  • 27
  • 28
  • 29
  • 30
  • 31
Type

Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине 2017 çулта илсе тăмашкăн пултаруллă çамрăксемпе чылай шкул ачи те тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри — Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕнче ăс пухакан Арина Васильева.

Пĕрисем Чăваш Республикине урăх çĕршывран пурăнма килеççĕ, теприсем вара — кунтан куçса каяççĕ. Шупашкарта çуралса ÿснĕ Олег Петров çулталăк ытла Норвеги çĕршывĕнче, Осло хулинчен инçе мар пурăнать.

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăлтапа пулă тытма пулать. Анчах çулла шыв хĕрринче ларма кăсăклăрах пек туйăнать.

Муркашра пурăнакан Данила Любимов та пулла кайма юратать. Вăл Шупашкарти техникумра вĕренет, банкра ĕçлекен специалист пуласшăн. Çу кунĕсем пуçлансан, экзаменсем хыççăн, ăна юхан шыв тĕлĕнчен киле хăваласа кĕртме çук. Унпа калаçмашкăн та манăн килне мар, Муркаш плотини патне кайма тиврĕ.

Нумаях пулмасть пыл сăпасне уявларăмăр. Ун ячĕпе Муркашра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Çавăнта тĕрлĕ çĕртен килнĕ хурт-хăмăрçăсем хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ çимĕçе сутрĕç. Вĕсен хушшинче пĕр ачана куртăм.