Archive - 24 Çурла, 2017 - Хыпар
"Тăван Атăл" журнал, 8 №, 2017 çул
Тăван халăхăмăр... Тăван чĕлхемĕр...
Хăйĕн чĕлхинчен, халăхĕнчен вăтанакан çын этем пулса çитеймен-ха.
Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет. Чĕлхе — халăхăн тĕп палли.
Халăх хăйĕн чĕлхипе усă курма пăрахсан чĕлхе çухалать.
Чĕлхе халăха тăвать, пĕрлештерсе тăрать.
Чĕлхене улăштарсан — халăх ячĕ те урăхланать.
Йыш чĕлхене çуратнă, чĕлхе йышран ХАЛĂХ тунă.
"Чыс-хисеп яваплăха тата та ÿстерет..."
Иртет пурнăç... мунчара
Мускавра ĕç тупса параканĕ шăнкăравласан тепĕр куннех Чĕкеç Ваççукĕ хăйĕн бригадине пуçтарчĕ — кам мĕн шухăшланине пĕлме, йыхрав тăваканăн сĕнĕвне сÿтсе явма. Пиллĕкĕн çÿреççĕ вĕсем, темиçе çул ĕнтĕ, пĕр улшăнми. Пурте лайăх пĕлекенсем, юлташсем, тăвансем. Чăн та, хальхинче Петĕр пулмарĕ, арăмĕн пиччĕшĕ çĕнĕ хваттер туяннă та ăна юсама пулăшать-мĕн, ку хутĕнче Мускава пыраймассине е, Ваççукпа ыттисем килĕшсен, каярах пыма пултарассине вăл шăнкăравланă чухнех пĕлтерчĕ.
Йÿçĕ пылак
«Аттеçĕм Атăл» роман-трилоги сыпăкĕ
Ура çинче тăрсах çуннă пăтă çинĕ хыççăн патруль хулан пушанса юлнă тĕп урамĕпе малалла утрĕ. Кĕтмен çĕртен салтаксем хăйсене такам чĕннине илтрĕç. Виçĕ хутлă çуртăн подћезчĕ умĕнче плащ тăхăннă ватă нимĕç тăрать. Аллисемпе хăлаçланса тем ăнлантарать.
— Пулăшу ыйтать. Кĕрсе курмаллах пулать, — терĕ аслă лейтенант утнă хушăрах пистолет кобурине тĕрĕслесе.
Николай СОРОКИН: «Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ вăй илессе шанатăп»
Ĕмĕр манми ырă ят хăварчĕ
Чăваш халăх писателĕпе Георгий Васильевич Красновпа /сăн ÿкерчĕкре/ эпĕ 1992 çулта Чăваш Республикин чи паллă шкулĕнче, Шупашкар хулин Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче, паллашрăм. 1992-1993 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасене вĕрентме лицея Георгий Краснов çыравçă килессине пĕлтерчĕç. Ку хыпар учительсене пурне те, уйрăмах пире, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене, савăнтарчĕ. Ара, паллă проза ăстипе, фантастика хайлавĕсен авторĕпе пĕрле пĕр шкулта вĕрентĕве кÿлĕнетпĕр-çке!