Анатолий КИБЕЧ: «Халăх ачи тата тĕрĕс çын пуласчĕ тесе тăрăшрăм»

— Анатолий Ильич, тÿрех калатăп, эсир сакăр вунна çитнĕ тенине ниепле те ĕненес килмест. Сăнран пăхсан та, утнине сăнасан та самай çамрăкрах пек. Ăс-тăнпа пул-тарулăх çинчен каламăпăр та, пĕтĕмпех куç умĕнче. Акă ман аллăмра тин çеç пичетрен тухнă икĕ кĕнеке. Пĕри — “Кашни çын вăл — хăй тĕнче” , тепри — “Юлашки çыру”. Çаплипех ăнăçлă ĕçлетĕр иккен, кĕнеке хыççăн кĕнеке...

— Кунта ырламалли, савăнмалли нимех те çук пек. Аттепе анне, тен, вĕсенчен аслăраххисем те, мĕнле хăват панă, çавă ĕçлесе пырать пулĕ. Йăхĕ вăйлăскер пирĕн. Асатте кăна мĕне тăрать: Яппун вăрçинчен ефрейтор званийĕпе таврăннă, унтан каллех çара — Польшăна çити. Ăста кĕслеçĕ пулнă. Атте купăс каланă, ун шăллĕ Кирук сĕрме купăса килĕштернĕ. Анне енчен илсен юрăç та, ÿнерçĕ те, сăвăç та, балерина та пур. Искусство вăрлăхне ман енне те сапнă ĕнтĕ.

Сахалах сапман курăнать. Пултарулăхăр ытла та нумай енлĕ вĕт-ха. Музыкăра ятарлă пĕлÿ илнĕ. Пирĕн хăй тĕллĕн тапаланса “çăлтăр” пулнисем сирĕн умăрта юрлама именеççĕ тенине те илтнĕ. Фигаро арине те питĕ ăста юрлатăр-çке. Сассăр паян та уçă. Литературăра вара пур жанра та алла илнĕ теме пулать. Наукăри, общество юхăмĕнчи ĕçсем тата?.. Мĕнле-ха çаксем пĕр çын хăватне парăнма пултараççĕ?

— Мана çакăн пек пулма ăру хатĕрленĕ. Нумай енлĕ аталанмалли çулсене вара хам суйласа илнĕ. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ вăрçă ачисем ĕнтĕ эпир. Спортпа паян та туслă. Çамрăк чух чемпион та пулнă. Наука çулĕ çине искусство витĕр тухса çывхарнă. Илем тĕнчине тĕпчекен эстетикăна алла илме тăрăшнă. Çут çанталăкри, çынри илемпе, искусствăпа çамрăк ăрăвăн тĕнче курăмне пуянлатас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Хам пĕлĕве, опыта студентсене, учительсене парса пынă.

— Халĕ вара çак ĕç çамрăксем хушшинче мĕнлерех пулса пырать-ха? Ăнăçлах-и?

— Самана урăхланчĕ. Патшалăх политикинче воспитанипе çамрăксен тĕнче курăмĕ çине тимлĕн пăхни сисĕнмест. Хирĕçле ĕçсем те нумай. Мускаври телеканалсем мĕн хăтланнине курсан чĕрем ыратать. Мораль шăнăрĕ пачах та çук.

— Хамăр республикăра вара еплерех пек? Мĕн савăнтарать, мĕн пăшăрхантарать?

— Чăвашсем — пăсăк çынсемех мар-ха. Тăванлăх, ентешлĕх, йăхташлăх туйăмĕсем сÿнмен. Çынна ырă тăвасси, пулăшасси те çавах. Сцена çинче, уйрăмах эстрадăра, искусство мĕнне пач ăнланман çынсем хуçаланни пăшăрхантарать. Ятарлă пĕлÿ илменскерсем юрлам пекки тукаласа е шÿтлес тесе пакăлтатса тархасласа алă çуптараççĕ. Кураканĕ те хăнăхса пырать, хăй улталаннине, илем туйăмĕпе искусство тути-маси чакса пынине сисмест, суя искусствăшăн алă çупать.

Мĕнле çапла пулса тухрĕ-ха, хитре кĕпе çĕлеттереççĕ те сцена çине васкаççĕ. Паллă, чап-хисеплĕ пулас килет-ши?

— Чылайăшне укçа çул уçса парать. Пĕрисем илесшĕн, теприсем парасшăн. Малалла вулас...

 

Лидия ФИЛИППОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.