Эпи-патша парни. Роман

24 Çурла, 2017

Николай МАКСИМОВ

Николай Николаевич Максимов /06.01.1944/ Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ. Мордва патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчен, партин /КПСС/ Горькинчи аслă шкулĕн журналистика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1966 çултанпа пичетре, чылай район тата республика хаçатĕнче, «Капкăн» журналта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах литература хайлавĕсем çырнă. Çичĕ роман, вуншар повесть, калав, пьеса авторĕ. 1982 çултанпа СССР Писательсен союзĕн пайташĕ.

«Тăван Атăл» журналăн паянхи номерĕнче Н.Максимовăн «Эпи-патша парни» ятлă çĕнĕ роман сыпăкĕ кун çути курать.

Эпи-патша парни

Роман

Пĕрремĕш сыпăк

ТĔНЧЕ КАССА

1.

1767 çулхи çĕртме уйăхĕн тăххăрмĕш кунĕ. Ирхине саккăрсенче Улатăр патнелле Чĕмпĕр енчен ку тăрăхра ĕмĕрне курман тĕлĕнмелле кортеж çывхарчĕ. Тăршшĕ — куç ытамлайми! Шинланă çĕршер кустăрма кĕмсĕртетĕвĕ пĕр пĕтĕм сас-хума пĕрлешет те таçтан — те çÿлти тÿперен, те çĕр-аннемĕр варĕнчен — тăвăл хăватлăн ахăрса килнĕн туйăнать. Кортеж умĕнче те, хыçĕнче те юлан утçăсен икшер ретлĕ отрячĕсем юрттарса пыраççĕ, пар лаша туртакан тупăсем курăнаççĕ. Отрячĕсенче çарăçсем икшер çĕрпÿ таранах пулас. Малтисем пĕр тĕрлĕ, кайрисем тепĕр тĕрлĕ тумланнă. Отрядсем хушшинче — шучĕ çук карета. Пĕринчен тепри чаплăрах, тÿпене шит çÿллĕш хăпарнă хĕвел питтинче йăлтăр та ялтăр çиçсе пыраççĕ. Варринчи вара, виçĕ пар лаша кÿлнĕскер, пуринчен курăмлăрах. Тата вăл ыттисенчен чылай пысăкрах. Чăн тĕлĕнтермĕшĕ — ăна кустăрмасемпе пускăчсемсĕр пуçне пĕтĕмпех тенĕ пек ылтăн тĕспе сăрласа тухни. Тен, сăрланă кăна мар, чăннипех ылтăнран тунă.

Аслă тракт хĕррипе пурăнакансем чаплă урапа-çуна курман мар. Каретăсем те, шарабансем те, кибиткăсем те ку тăрăхра пайтах иртсе çÿреççĕ. Сайра хутра кĕпĕрнаттăрсем те çул-ласенче Мускава, хĕллесенче Петербурга кайкаласа килеççĕ.

Раççейĕн тĕп хулисенчи пысăк чинсем те, çĕршыври сумлă дворянсем те, генералсем те каретисемпе кибиткисене çак çулпа унталла-кунталла пĕрех май хăвалаççĕ. Анчах хайхишкелли, тупата, ку таранччен пулман. Мĕн чухлĕ халăх, мĕн чухлĕ ут, мĕн чухлĕ карета, мĕн чухлĕ куçа шартаракан йăлтăр-ялтăр! Çавăнпах ĕнтĕ хулана каякан икĕ хресчен сых енне лавне айккинерех пăрса каравана çул пачĕç те, çул хĕррине таврăнса, çак тĕлĕнтермĕш юхăм кĕрлесе çывхарнине çăвар карсах пăхса тăчĕç. Çавна май Улатăр енчен каравана хирĕç уçă тăрантассемпе юлан утçăсен ушкăнĕ килнине те, вĕсем тем кăшкăрса асăрхаттарнине те тимлемерĕç. Тепĕр тесен, мĕн кăшкăрнине ăнланмарĕç те пулмалла, мĕншĕн тесен ку мужиксем — çак таврара сайра пурăнакан чăвашсем, уеса хăйсен хресчен ĕçĕпе кайма тухнăскерсем.

Акă кăвак пустав кафтан, хĕрлĕ шăлавар, сурăх тирĕнчен çĕленĕ çаврака хăрпуллă çÿллĕ çĕлĕк, хура сах±ян атă тăхăннă юлан утçăсем — сахалтан икĕ çĕр çын — тĕлĕннипе çаплах-ха çăвар хупма маннă чăвашсенчен икĕ ретпе юрттарса иртрĕç те ĕнтĕ. Вĕсем пурте пилĕкне хĕрлĕ пурçăн пиçиххипе явакланă, унран турккăсенни пек кукăр хĕç çакса янă, сулахай алăра вăрăм авăрлă сăнă тытса пыраççĕ. Çурăм çинче тата кашнин пăшал пур. Юлан утçăсем хыççăнах тупă вырттарнă лафетсем сахалтан икĕ теçетке иртрĕç. Унтан каретăсем... Акă пĕри, чи чаплă карета умĕнхи, сасартăк чарăнчĕ те унтан çÿллĕ те тĕреклĕ арçын сиксе анчĕ, тÿрех тĕлĕннипе тăнран кайнă чăвашсем патне вашлаттарса утрĕ. Çынни ку юлан утçăсенчен вуç уйрăлса тăрать. Хумлă та хулăн шурă париклĕ, симĕс атлас кафтанĕ çине ылтăн тÿме икĕ ретпе шучĕ çук лартса тухнă, шурă шăлаварĕ тачка пĕçĕсене çат тытса тăрать, урине вара тем çÿллĕш — чĕркуççинчен те иртекен кунчаллă йăлтăркка хура сахћян атă тăхăннă.

— Эй, эсир, сыснасем, ма императрицăна чыс тумастăр! — чăвашсене хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ чаплă арçын вырăсла.

Çак самантра вĕсем патне харăсах казаксен есаулĕ тата Улатăртан хăйĕн ушкăнĕпе тин çитнĕ воевода пырса чарăнчĕç. Есаул сых енне йĕннинчен хĕçне вăшт туртса кăларчĕ. Уес пуçĕ, васканăран пускăчран такăнса кăшт çеç çĕре шаплатманскер, анса тăчĕ, унăн çыннисем те ут çинчен хăпăл-хапăл сиксе анчĕç. Вара пурте пĕрре чи чаплă карета, тепре икĕ чăваш патне пынă вельможа енне çаврăна-çаврăна пилĕк хуçсах пуç тайма тытăнчĕç. Вельможа вĕсене асăрхамарĕ те тейĕн, икĕ чăваша хĕремесленсех тустара пуçларĕ:

— Эсир, çĕр ăманĕсем, мĕн, хăлхасăр-и, чĕлхесĕр-и, суккăр-и?! — хаяррăн кăшкăрчĕ вăл.

Чăвашсем, вырăсла пĕлменскерсем, пĕрре пĕр-пĕрне, тепре унталла- кунталла чăл-чал пăхкаларĕç, нимĕн тума, нимĕн калама аптрарĕç.

— Сказано вам, делайте поклоны! — чăвашла пĕлменскер вырăсла кăшкăрса пăрахрĕ вĕсене воевода. — А ну, наклонить пуç к земле!

Чăвашсем, пуç тенине кăна ăнланнăран, мулахайĕсене хыврĕç, чылайранпа тураманран чÿпĕкленнĕ çÿçĕсене иккĕшĕ харăс кăтăрт-кăтăрт хыçкаласа илчĕç.

Вельможăн тарăху чикки тулса çитрĕ пулмалла.

— Есаул! Патшана куç кĕрет хисеплеменшĕн эпĕ çак тунккуйсене вĕлер мелле тесе айăплатăп. Мĕн хушнине халех пурнăçла! — терĕ вăл казаксен аслине вырăсла.

— Итлетĕп, Ваше сиятельство! — йĕнер çинче йăрст! тÿрленсе ларса кăшкăрчĕ те есаул унчченех туртса кăларнă хĕçне çÿлелле çĕклерĕ. Иккĕмĕш Кĕтерне патшана лариччен Раççейре çирĕм çул ытла вăрă-хураха та пуç касмалла мар йĕркепе пурăннă. Халĕ вара çынсене çапла айăпласси йăлана кĕрсе пырать. Паллах, айăпĕ çав тери вышкайсăр чухне ĕнтĕ. Çавăнпах казак офицерĕ вельможа хушнинчен пĕртте тĕлĕнмерĕ, утне пăрса чăвашсем çумнех çитсе тăчĕ.

— Кунтах, пурин умĕнче мар ĕнтĕ, — йĕрĕнчĕклĕн асăрхаттарчĕ ăна вельможа. — Ав çав хурăнсем хыçне те пулин илсе кай...

Çак самантра чи чаплă каретăран ку тăрăхра никам ĕмĕрне курман йăлтăр-ялтăр тум тăхăннă майра тухрĕ. Пысăках мар вăл, анчах хăйне хăй питĕ стайлă тыткалать, вăл кунта чи асли иккенни тÿрех палăрать. Ун хыççăнах çул çине тата икĕ чиперкке майра анчĕç. Самантранах хыçалти икĕ каретăран та темĕнле вельможăсем тухрĕç, чаплă майра хыçне пырса тăчĕç. Çак çынсене курсан тавлашакансем пурте шăпăрт пулчĕç, вĕсем çывхарнăçемĕн кашниех пилĕк авсах пуç тайрĕç те тÿрленме хăяймасăр çаплипех кукăрăлса тăчĕç. Провинци пуçĕпе унăн çыннисен çамкапа çĕре перĕнесси çеç юлнă, çавăнпа çил кăшт вăшкăрсанах вĕсем пăнкăлт! тÿнсе каяссăн туйăнаççĕ. Икĕ чăваш кăна пушшех тĕлĕннĕрен пĕр-пĕрне кăн-кан пăхкаланипех çырлахрĕç.

— Григорий Григорьевич, мĕн пулса иртет сирĕн кунта? Ма чарăнтăмăр? — ыйтрĕ чаплă майра вельможăран.

— Ваше величество Екатерина Алексеевна, ак çак икĕ мужик сана хисеплеменнине уççăнах кăтартма хăяççĕ. Эпĕ вĕсене уншăн хытах ятларăм, çапах вĕсем, хăвăрах куратăр, эсир кунта килсен те пуç тайма шутламарĕç. Çав тери кутăн каяннăйсем! Çавăнпа эпĕ есаула вĕсене пуç касса вĕлерме хушрăм. Мужиксене вĕсене пĕрре çеç каçар...

— Вăт, хисеплĕ Андрей Никитич, çапларах хисеплеççĕ иккен сан кĕпĕрнÿнте пурăнакансем патшалăх пуçне, — те шÿтлесе, те сивлесе каларĕ Раççей патши пулса тăнă чаплă майра хыçра тăракан вельможăсенчен пĕрне — Хусан кĕпĕрнаттăрне Квашнин-Самарина.

— Айăплă, Ваше величество, — хуравларĕ лешĕ. — Инородецсене тăн кĕртмешкĕн çав тери йывăр. Анчах эпĕ çакна аса илтерме хăятăп: Улатăр провинцийĕ вăл Чулхула кĕпĕрнине кĕрет.

— Апла, Яков Семенович, патшана сан çыннусем хисеплемеççĕ пулать— ха, — терĕ чаплă майра пуçне тепĕр вельможа енне мăнаçлăн пăрса.

Чулхула кĕпĕрнаттăрĕ Аршеневский нимĕн хуравлама аптрарĕ.

— Вăт çавăнпа калатăп та сире: инородецсене православи тĕнне куçарасси — çав тери кирлĕ ĕç. Пирĕн тĕн кăна халăха влаçа пăхăнса пурăнмашкăн пуринчен уçăмлăрах хушать. «Кирек хăш влаç та турăран», — тет вăл. Çавăнпа инородецсене православи тĕнне куçарас ĕçе май килнĕ таран хăвăртлатмалла. Ку вăл чиркÿ çыннисен кăна мар, сирĕн те кирлĕрен кирлĕ тивĕç. Малалла вулас...

 

Комментари

Здравствуйте. Николай Максимовăн ,,Майра патшан парни" романа кăçта тупса вулама е туянма пулать? Заранее спасибо

Чăваш кĕнеке издательствин лавккисенче юлман-ши? Телефон номерĕ çапларах: 8 (8352) 28-85-51.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.