"Чыс-хисеп яваплăха тата та ÿстерет..."
Нина Яковлева çинчен калаçма çăмăл та, çав вăхăтрах йывăр та. Чăвашла пĕлекен, çавăн пекех хăйне кăштах та пулин хисеплекен çынна унпа паллаштарма кирлех те мар. Вĕсемшĕн Нина Михайловна — хăйне евĕрлĕ пулăм, чăвашсен хальхи вăхăтри драма искусствин чи çÿллĕ шайĕ, нацин чи лайăх енĕ, чĕрĕ легенди. Ермолова, Комиссаржевская, Книппер-Чехова... тата ытти ятпа юнашар илсе кăтартсан та ытлашши пуласран хăрама кирлĕ мар.
Миçере вăл? Çак таранччен калăпланă сăнарсенчен /100 ытла вĕсем/ пысăк пайĕ Амăшĕн, ватă хĕрарăмсен ролĕсем пулнине шута илсен — актриса текех вунçиччĕре мар темелле. Анчах та Яковлева-Праски кинеми «шпагат» ларнине курсан куç-пуç алчăраса каять.
Чее те тÿрĕ чунлă, çăмăлттай та ăслă, хĕрÿллĕ те лăпкă, хитре те сăнсăр, юратма пĕлекен тата хаяр пикесемпе хĕрарăмсем — акă, унăн героинисем, тăван театр сцени çинче аллă çул ытла калăпланă сăнарĕсем. Нина Яковлева хăйĕн çулĕнчен вăтанмасть, ăна пытармасть: вăл 1940 çулхи çĕртмен 8-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăй-халне ăçтан илет-ши халăх юратакан ак-триса? Пĕрин хыççăн тепĕр чаплă сăнар калăплама ăс-хакăлĕ мĕнпе пуянланса пырать-ши? Унăн тĕнчин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Пултарайăп-ши çак асамлăха вулаканăма уçса пама? Эпĕ — ахаль çын çеç-çке. Вăл вара — тĕлĕнтермĕш! Актриса!
Енчен те шкула ултă çултах кайман пулсан, енчен те вунă класс вĕренсе пĕтернĕ тĕле вăтам шкул алăкĕ çине артиста вĕренес текен хĕрсемпе каччăсене конкурса хутшăнма йыхравлакан пĕлтерĕве асăрхаман пулсан мĕнле професси суйласа илнĕ пулĕччĕ-ши Нина Михайловна? Чылайччен шухăша кайса ларнă хыççăн: «Тен, чечек ÿстерекен?» — тесе хучĕ. Чечексене ытарайми юратнăран çапла каларĕ ĕнтĕ. Манăн шухăшпа вара Нина Яковлева пĕрех артистах пулатчĕ. Вун-вун, çĕр-çĕр чăрмава çĕнтерсе те! Мĕншĕн тесен Турă ăна çут тĕнчене çак тивĕçех пурнăçлама янă. Çавна май вăл Нинăна илĕртÿллĕ сăн-пит, çаврăнăçуллă кĕлетке, илемлĕ сас панă çеç мар, ăна, артистка пулас ĕмĕтпе пурăнаканскере, хăйĕн хÿттине илсе çул уçса пынă. Телейĕ пулнах çав унăн — пултаруллă çамрăксене суйлама Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассине урăххи мар, Чăваш драма театрĕн мухтавĕ, чаплă режиссер Константин Иванович Иванов хăй пынă. Хĕрачан пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн вăл юлашкинчен: «Шупашкара конкурса пымаллах санăн», — тесе хытарсах каланă. Çапла 1956 çулта Мускаври Луначарский ячĕллĕ театр институтне вĕренме кĕнĕ Нина.
«Тепĕр чухне çапла та шухăшлатăп: тен, вăрçăра пуç хунă атте пулăшса пырать мана, — тет Нина Михайловна. — Çапăçăва кĕрес умĕн 1942 çулхи çурлан 31-мĕшĕнче анне патне янă юлашки çырăвне час-часах алла илетĕп. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Мăшăрăм, Зоя, тек те çырайăп, те çук та, телейÿ пысăк пулсан мĕнле пулĕ. Ман малалла чĕрĕ юлма май çук, тен, амансан анчах тăрса юлăп... Ырă кунсем çитеççĕ эпир пĕтсен, çав шутра эсĕ те ырă курăн. Качча тухма шутласан — тух, анчах ман хĕре нихăçан та ан пăрах, ун ашшĕ тăшманпа çапăçса... Ан кулян, пĕр эпĕ анчах мар тĕнчере. Хăв пĕлнĕ пек пурăн, чунран юратса тăракан Зоя мăшăрăм, санăн упăшку Мишша». Çапла аттен пилĕ çитрĕ пулĕ. Сăмах май, атте Ленинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Шăпах блокадăна татнă кун пуçне хунă вăл Нева çинчи хула çывăхĕнчи Синявино-1 хутлăхĕнче. Халĕ тăванла масарта выртать. Май килнĕ таран пулма тăрăшатăп ун патĕнче. Юлашки хут 2006 çулхи пуш уйăхĕнче, тăван театрпа Питĕре кайсан, çитсе килнĕччĕ масар çине. Тăван мар атте — Василий Романов та — питĕ йĕркеллĕ çын пулчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче арăмĕ вилнĕ хыççăн тăватă ачапа юлнă вăл. Аслă хĕрĕ те аннерен 10 çул çеç кĕçĕн пулнă. Аннерен икĕ ача — Володя шăллăмпа Галина йăмăкăм çуралнă. Атте 30 çул колхоз председателĕнче ĕçлерĕ». Малалла вулас...