Николай СОРОКИН: «Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ вăй илессе шанатăп»

Николай Михайлович Сорокин писатель, журналист, публицист 1941 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта вăтам пĕлÿ илсен пĕр çул колхозра ĕçленĕ, унтан Теччĕри педучилищĕре вĕренсе тухнă. Виçĕ çул Туркменипе Афганистан чиккинче сыхă тăнă. Демобилизаци хыççăн Хусанти университетра журналистика уйрăмĕнче вĕренсе тухсан «Советская Татария» хаçатра, унтан ТАСС корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Хусанта «Сувар» хаçат уçса унăн тĕп редакторĕ пулнă, манăçа тухнă «Шурăмпуç» ятлă литература журналне кăларма тытăннă, Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономине никĕсленĕ. Вăлах Хусанта чăвашсен Параскева Пятница православи чиркĕвне уçнă, Аксу районĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем çинчен «Вера древнего народа» документлă кино ÿкернĕ. Халĕ Тутарстанри Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн ĕçне йĕркелесе пырать.

Н. Сорокин — вунă кĕнеке авторĕ. Вĕсенчен чи палли – «Аттеçĕм Атăл» роман- трилоги. «Тăван Атăл» журналăн паянхи кăларăмĕнче вулакансене романăн пĕр сыпăкĕпе паллаштарăпăр.

Тутарстан – хăйне евĕр республика. Кунта, чăвашсен алăпа тĕртнĕ кавирĕ евĕр, 170 яхăн халăх çынни пурăнать. Эпир, чăвашсем, çын шучĕпе республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнакансем, хамăрăн çыравçăсен уйрăм пĕрлешĕвне йĕркелерĕмĕр. Вăл Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕ /ЧНКА\ çумĕнче 2013 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче авалхи чăваш хулинче — Пÿлерте — çуралчĕ. Паян пирĕн пĕрлĕхре 37 çыравçă шутланать.

Мĕншĕн кирлĕ пулчĕ-ха çĕнĕ пĕрлешÿ? Çитменнине, Тутарстанра та, Чăваш Енре те çыравçăсен союзĕсем пур-çке. Пур та, пире «эсир пирĕн мар çав» текен шухăша шăпăрттăн кăна систерни те пур. Шупашкар та инçерех. Тĕрĕссипе каласан, эпир паллă çыравçăсем мар-ха, тин кăна ураланнă ача евĕр, çыру сукмакĕсемпе пирвайхи утăмсем тăватпăр, çавăнпа кăштах вăтанатпăр пулас. Çапах та союз пĕр евĕр шухăшлакан, пĕр пек вăйлă çын-сене пĕрлештерчĕ, çавăнпа пĕр-пĕрин шухăш-туйăмĕ пире кашнине ăнланмалла.

Халиччен эпир кашни хăй «хуранĕнче вĕресе» пурăннă. Çыравçă пултарулăхĕ ÿснĕ май пире кашнине çутă, таса сывлăш, пултарулăх тути, туйăмĕ ытларах кирлине сисрĕмĕр. Ĕçтешсемпе тĕл пулса калаçса шухăшсене пĕрле сÿтсе явас кăмăл ÿссе пычĕ. Çакăншăн кирлĕ те пире хамăрăн уйрăм пĕрлешÿ. Малалла вулас...

 

Николай СОРОКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.