Archive - 8 Aug, 2017 - Хыпар

Date

8 Aug, 2017

Ун патне ялĕпех сехет йăтаççĕ

«Телейлисем сехете пăхмаççĕ», — теççĕ халăхра. «Мĕнлерехшĕ пăхаççĕ!» — теессĕм килет манăн. Стенаран çакнă сехетсенчен хăшĕ те пĕри чарăнчĕ пулсан канлĕхе çухатаççĕ.

8 Aug, 2017

Кая юлсан каю шăтать

Çырма çитес çулччен татах ишĕлĕ

Çу уйăхĕнче «Хыпар» издательство çуртне ЧР спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин килчĕ. Тарăн çырма Шупашкарти «Лакрей вăрманĕ» парка çурса кĕни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ.

8 Aug, 2017

«Васкавлă пулăшусăр» май килмест

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи йывăррăн иртекен вырмара çухатусене май пур таран чакарас тĕллевпе утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăра чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хурасси çинчен пĕлтернĕ хыççăн Ял хуçалăх министерствин, çавăн пекех муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕçченĕсем тыр-пул шăпишĕн канăçа çухатса тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тытăнчĕç.

8 Aug, 2017

Иртни пирки куççуль юхтармăп

Анатолий Кибеч 1937 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаран тарăн пĕлÿ илме тăрăшнă: шкулта лайăх вĕреннĕ. Çакă малашнехи çулне уçса пынă. Вăл диссертаци хÿтĕлесе наука кандидачĕ пулса тăнă.

8 Aug, 2017

Кивçен илме лайăх та...

Чăваш Енĕн Наци банкĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх — 2016 çулта республикăра микрозаймсен калăпăшĕ 1,5 миллиард тенке çитнĕ. Микрофинанс организацийĕсен шучĕ палăрмаллах чакнине 35-рен 25 кăна юлнă банкирсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисен — регулятор требованийĕсене пурнăçлама хатĕр пулманнисен — çак рынокран кайма тивнипе сăлтавлаççĕ. Çапах сыхланса юлнисем ăнăçлă ĕçленине кура хакласан республикăра пурăнакансем кивçен укçапа анлăн усă курни сисĕнет.