Ун патне ялĕпех сехет йăтаççĕ

«Телейлисем сехете пăхмаççĕ», — теççĕ халăхра. «Мĕнлерехшĕ пăхаççĕ!» — теессĕм килет манăн. Стенаран çакнă сехетсенчен хăшĕ те пĕри чарăнчĕ пулсан канлĕхе çухатаççĕ.

Сăмахăм Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра пурăнакан Оливановсем пирки. Ираида Вячеславовнăпа Сергей Миронович хăйсене телейлисен шутне кĕртеççĕ. Çапла пулмасăр! Ара, вĕсем 35 çул килĕштерсе, савса пурăннине кăçалхи çĕртме уйăхĕнче тăватă ачипе, икĕ кĕрĕвĕпе, кинĕпе, пилĕк мăнукĕпе кĕрекене ларсах паллă тунă. Вĕсен те пурнăçра темĕнле самант та пулнă: йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерсе пынă, савăнăçне çурмалла пайланă.

Оливановсем пурнăçра ĕç çав тери пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине асрах тытаççĕ. Çав вăхăтрах çемье пуçĕпе кил хуçи хĕрарăмĕ те, ачисем те ал ĕçĕ тума ăста. Сергей Оливанов йывăçран касса краватьсем /çав шутра икĕ хутлисене те/, комодсем, тумбăсем, хаçат-журнал хумалли пĕчĕк сĕтелсем, чечек лартмалли хатĕрсем, хуçланса уçăлакан алăксем ăсталать. Хыртан касса кăларнă компьютер сĕтелĕпе пуканĕ /вĕсене хура тĕспе сăрланă/ уйрăмах килĕшÿллĕ курăнаççĕ. Алла çыхмалли сехет, сулла çакмалли хатĕр питĕ хăйне евĕр. «Янтарь» сехетсене те вăл йывăçа касса кăларса кăшăлланă, лакпа сăрланă. Анăçра кăларакан сехетсене аса илтерекенскерсене ытарма çук.

— Çурт лартма пикенсен пĕчĕккĕн йывăçпа ĕçлеме пуçларăм. Иккĕмĕш хута хăпармалли картлашкана та хамах турăм. Маларах колхозра трактористра, комбайнерта вăй хунă та пушă вăхăт пулман. Анне ури сурнипе утаймастчĕ те ăна пăхма тиврĕ. Ун чухне сĕтел-пукан ăсталама пикентĕм. Ачасем валли краватьсем турăм. Ытларахăшне хыртан ăсталатăп, лиственницăран хитре япаласем пулаççĕ. Чи чаплисем, хитрисем вара – груша йывăçĕнчен. «Янтарь» сехетсене грушăпа, юманпа, вĕренепе кăшăллатăп. Ачасем çуралсан кашнин ячĕпех «Янтарь» сехет туянтăмăр. Çапла кашнин сехетнех капăрлатрăм. Пĕлтĕр Мари Республикинчи Звениговăна аппа патне çурт купалама кайрăм. Розăн хуняшшĕн йăхран йăха куçса пыракан чаплă сехечĕ çĕмĕрĕлнĕ. Ăна, «Король Парижа» ятлăскере, 1912 çулта Германире кăларнă. Циферблачĕ эмальлĕ, ун пеккине эпĕ курманччĕ. Хайхи сехете пăр кайиччен, пуш уйăхĕнче, Атăл леш енчен илсе каçса пачĕç. Пĕр эрне аппалантăм. Çав тери хытă материалтан, самшитран, тунă ăна. Сехечĕн япалисем çухалнă, пĕрех турăм. Кайран çĕнетнĕ сехете курсан аппан хуняшшĕ макăрса янă. Ара, вăл мĕн пĕчĕкрен çав сехете пăхса ÿснĕ-ха та. Сехечĕ хама та килĕшрĕ, çавăнпа ăна пăхса хамăр валли те ăсталарăм. Нимĕç сехечĕн копийĕ вăл, анчах 10 сантиметр кĕскерех. «Кун пек илеме эпĕ те çакăттăм», — терĕ кинĕм сехете курсан. Ун валли те турăм. Ялти çынсем те ман пата кивĕ сехетсене йăтаççĕ. Халĕ ав виççĕшĕ черет кĕтеççĕ, — кухньăри стена еннелле пуç сĕлтрĕ кил хуçи.

Ун патне сехет кăна мар, çĕмĕрĕлнĕ çĕвĕ машинисемпе кĕпе-йĕм çумалли машинăсене те тÿрлетме илсе пыраççĕ. Сергей Миронович Т-25 трактора та тимĕр-тăмăртан хăй пуçтарнă, «сажалка» ăсталанă.

— Эпĕ механизмсене юрататăп. Сывлăх начарланнăран хуçалăхри ĕçсене техникăпа тума тăрăшатăп. Çĕр улмине хурçă утпа лартатăп, купалатăп, кăларатăп. Ал ĕçне юратасси мана аттерен Мирон Семеновичран куçнă-тăр. Вăл ăста платник пулнă. Шел, 32-рех, эпĕ пиллĕке кайнă чухне, пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ. Атăл хĕрринче тăвайккирен тракторпа йăванса кайнă вăл. Унăн ячĕпе Мирун тăвайкки теççĕ ăна. Анне аттерен 24-ра юлнă. Пире, виçĕ ачине, вăл пĕчченех ура çине тăратрĕ. Фермăра ĕçлесе ури сусăрланчĕ те 26 çул тăраймасăр выртрĕ. Мăшăрăм пăхрĕ ăна, — сăмаха сыпăнтарчĕ Сергей Миронович. Маларах кайса çакна та калам: Мирон Семенович вилес умĕн прицеп çинчи çынсене: «Сикĕр!» — тесе кăшкăрнă, çапла майпа вăл вĕсене вилĕмрен çăлса хăварнă. Пин çынран пĕри кăна çапла тума пултарать…

— Эпĕ пур йывăçа та кăмăллатăп. Кашнинех чунĕ пур пек туйăнать, кашниех ĕлккен. Хыр çирĕп пулнипе паха. Юман тата çирĕпрех. Унран чаплă кравать пулать. Шел, пирĕн тăрăхра юман хăрса пĕтрĕ. Станокпа çавăрса тума юманпа хурăн лайăх. Хырпа питĕ асăрханса ĕçлемелле — çемçе вăл, катăлса кайма пултарать. Маларах пыл хурчĕсем те тытаттăм, вĕллисене чăрăшран ăсталаттăм. Сăмăх май, кĕсмене те чăрăшран тăваççĕ, — паллаштарчĕ ăста. Вăл йывăçран касса шахматсем те тунă, турăшсем /ытларах Турă амăшĕнне/ кăшăл-ланă. Вĕсене чиркÿрех сăвапланă. Малалла вулас...

 

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.