«Трансэнергопром» ОООн Чăваш энергосбыт компанийĕ умĕнчи парăмĕ республикăри мĕн пур потребителе электроэнергипе тивĕçтерессин шанчăклăхне сиенлеме пултарать.
Шупашкарти «Шкулчченхи академи» ача садĕнче Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем хутшăннипе канашлу иртрĕ. Республикăри шкулсемпе ача сачĕсенче сывă тата сусăр ачасене пĕрле вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани парассипе Мари Элтан килнĕ экспертсем те кăсăкланчĕç. Мари Республикин Вĕренÿ министерствин тĕп специалисчĕ Оксана Шустова, Йошкар-Олари 29-мĕш шкул директорĕ Александр Кузнецов хĕрÿ калаçрĕç. Хăнасен те çивĕч ыйту темĕн чухлех иккен.
Кунта пурăнакансем хăйсен ыйтăвне вун-вун çул татса параймаççĕ. Сăмахăм Шупашкар хулинчи Аш-какай комбинатĕнчи поселок пирки. 2003 çулта ăна Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕ тесе улăштарнă. Халăхра вара «Шанхай» теççĕ.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ял хуçалăхĕнчи потребительсен 97 кооперативĕ ЯХПК шутланнă. Пуринчен ытларах Патăрьелсен — 11 пурте ĕçлеççĕ , Вăрмарсен — 8, Йĕпреçсен, Çĕрпÿсен, Етĕрнесен — 7-шер, Муркашсен — 6, ытти районăн — 4-шар таран.
Пĕтĕм йышран АПКна кирлĕ материалсемпе тивĕçтерекенни, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма пулăшаканни — 34%, ăна тирпейлекенни — 15,5%, кредит параканни — 29,9%, пулăшу ĕçĕсем тăваканни 20% яхăн.