«Трансэнергопром» яваплăха туймасть
«Трансэнергопром» ОООн Чăваш энергосбыт компанийĕ умĕнчи парăмĕ республикăри мĕн пур потребителе электроэнергипе тивĕçтерессин шанчăклăхне сиенлеме пултарать.
Пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсене электроэнергипе тивĕçтерес тĕллевпе «Трансэнергопром» ООО /вăл та «Трансмашхолдинг» ушкăна кĕрет/ «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АОпа килĕшÿсем тунă. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта компани энергетиксене электричествăпа усă курнăшăн тÿлеме пăрахнă. Çав вăхăтрах концерн предприятийĕсем те продукци сутмалли çĕнĕ рыноксене тухни, производство калăпăшне ÿстерсе пыни пирки хăпартланса пĕлтереççĕ, электроэнергипе усă курасси те унчченхи шайрах.
«Трансэнергопромăн» концерн предприятийĕсем валли илнĕ энерги тĕлĕшпе пурнăçламан обязательствисем çу уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 271 миллион тенке çитнĕ. Малашне те тÿлемесен çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 356 миллион тенкĕпе танлашĕ. «Çакна ăнланмалла: ку республикăри мĕн пур потребителе энергипе тивĕçтерессин шанчăклăхĕпе пахалăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарать», — пăшăрханса пĕлтерчĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров.
Аса илтерер: «Трактор завоĕсем» концерн предприятийĕсем 2014-2019 çулсенче электроэнергишĕн пысăк парăм пухнă ĕнтĕ — паянхи кун тĕлне унăн виçи 1670 миллион тенкĕпе танлашать. Энергипе тивĕçтермелли килĕшÿсене пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса татнă. «Трансэнргопром» ООО тÿлемен виçепе пĕрле шутласан концерн предприятийĕсен энергоресурссемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле парăмĕ 1941 миллион тенке çитнĕ. «Трактористсен» питĕ пысăк дебитор парăмĕ, вĕсем вăрах вăхăт укçа тÿлеменни Чăваш энергосбыт компанийĕ хăйĕн сеть тата генераци компанийĕсен умĕнчи обязательствисене пурнăçлас тĕлĕшпе йывăрлăх кăларса тăратать. Çак лару-тăру ЧЭСК Чăваш Ен территорийĕнчи электроэнергин гарантилекен поставщикĕн статусне çухатасси, панкрута тухасси патне илсе çитересси те часах.
Николай КОНОВАЛОВ.