Комментари хушас

27 Раштав, 2018

Сусăр ачаран ан ютшăнăр

Шупашкарти «Шкулчченхи академи» ача садĕнче Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем хутшăннипе канашлу иртрĕ.
Республикăри шкулсемпе ача сачĕсенче сывă тата сусăр ачасене пĕрле вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани парассипе Мари Элтан килнĕ экспертсем те кăсăкланчĕç. Мари Республикин Вĕренÿ министерствин тĕп специалисчĕ Оксана Шустова, Йошкар-Олари 29-мĕш шкул директорĕ Александр Кузнецов хĕрÿ калаçрĕç. Хăнасен те çивĕч ыйту темĕн чухлех иккен.
Ачасене пĕрле хутшăнтарса çитĕнтерни усă кÿрет. Сусăрсем йĕркеллĕ аталаннисем пек пулма тăрăшса малалла туртăнаççĕ. Тантăшĕсем сусăрсене пулăшмаллине ăнланса илеççĕ. Çавăнпа вĕсене ырă тума тăрăшаççĕ. «Шкулчченхи академи» ача сачĕ шăпах çак меслетпе ĕçлет те. Ача 5 çула çитиччен чуна пахалакан ырă енсен никĕсне хывать. Воспитательсем тата ашшĕ-амăшĕ çак йăла çирĕпленессе шанаççĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Ирина Виноградова çак тата ытти ыйту çинче чарăнса тăчĕ.
— Тĕрлĕ кăлтăкпа çуралнă ачасене 3 çула çитичченех чир-чĕрне тĕрĕс палăртса сиплеме тытăн-малла, — терĕ Ирина Валерьевна. — Республикăра «Сывă ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕчĕклех пулăшу кÿрекен никĕс туса хунă. Малтанхи тапхăрта унăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Пепкен сывлăхĕ лайăхланма пуçлани палăрать. Тухтăрсен сĕнĕвне тĕпе хурса ашшĕ-амăшĕ те сусăр ачана сиплес тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрать.
— Анчах çитĕнерехпе сывă тантăшĕсем вĕсене хăйсенчен уйăрма, тăрăхлама тытăнаççĕ, — терĕ пăшăрханса канашлăва пынă хăш-пĕр амăшĕ. — Уçă сывлăшра тем пекех пулас килсен те кÿрентересрен шикленсе çурт картишне хăйсем тĕллĕн кăларма май килмест. Каçхине кăна тавралăх тĕттĕмленсен урама пĕрле уçăлма тухатпăр.
Ачан куçĕ япăх курать-и е хăлхи лайăх илтмест-и, ытти кăлтăк пулсан та тантăшĕсен вĕсене хисеплемелле, ютшăнмалла мар, кирлĕ чухне пулăшмалла. Çапла пĕтĕмлетрĕç канашлăва хутшăннисем.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.