Комментари хушас

8 Çурла, 2017

Кая юлсан каю шăтать

Çырма çитес çулччен татах ишĕлĕ

Çу уйăхĕнче «Хыпар» издательство çуртне ЧР спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин килчĕ. Тарăн çырма Шупашкарти «Лакрей вăрманĕ» парка çурса кĕни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ.

Гладков урамĕнче, паркпа юнашар, пурăнатăп, — терĕ. — Ирхи тренировкăна унта çÿретĕп. Пĕлтĕр вăрмана Трусиха юхан шывĕ енчен çырма ишсе шаларах та шаларах тăсăлнине курсан пĕрре тĕлĕнтĕм, тепре тарăхрăм.

«Хыпар» тусĕн кулянăвĕ чĕрене витерчĕ. Хаçат фотокорреспонденчĕпе Шупашкарти культурăпа канăвăн тĕп паркне çитсе спорт хастарĕ кăтартнă çырмана шыраса тупрăмăр. 2017 çулччен çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан регион шайĕнчи палăкĕ шутланнăскере промышленноç предприятийĕсенчен пăрăхпа юхса тухакан хура шыв çĕмĕрнине курсан питĕ тĕлĕнтĕмĕр. Çырма тарăнăшĕпе сарлакăшĕ 10 метр таран, тăршшĕ 300 метр ытла.

Çак инкек çинчен хула администрацийĕнче пĕлмеççĕ пулĕ тесе «Хыпарăн» çу уйăхĕнчи номерĕнче материал пичетлесе кăлартăмăр, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ăна администрацие ярса патăмăр. Унтан çакнашкал хурав килчĕ:

«Шупашкар хулин «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата хăтлăх управленийĕ» МБУ Лакрей вăрманĕнчи çырма ишĕлни, таса мар шыва юхтармалли пăрăх юхăнни çинчен çырса кăтартнă «Лакрей вăрманне шыв çĕмĕрет» материала /«Хыпар», кăçалхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчи 74-75 №№/ пăхса тухрăмăр.

Асăннă юхтармăш И. Яковлев проспектĕнчи, Президент бульварĕнчи, Гладков урамĕнчи промышленноç предприятийĕсен картишĕсенче пуçтарăнакан хура шыва йышăнать. Ăна 1960-1980 çулсенче тунă.

Вăхăт чылай иртнĕрен должноçри мĕнле çын çак хатĕр пăрăхне Лакрей вăрманĕн çĕрĕ айĕпе тăсма йышăннине пĕлтерейместпĕр. Сооружени тĕп хула харпăрлăхĕнче шутланса тăмасть.

Вăрмана çурса кĕрекен çырма парк лаптăкне тăкак кăтартнăран Шупашкар хулин ертÿçисем çак объекта 2018 çулта тумашкăн малтанласа палăртнă ĕçсен планне кĕртме — юхтармăш пăрăхне юхан шыва çитиччен тăсма, иртнĕ çулсенче тарăнланса пынă çырмана тăпра тултарса тикĕслеме йышăннă. Ку ĕçе кăçалах тăваймастпăр, мĕншĕн тесен объекта 2017 çулхи ĕçсен планне кĕртсе хула хыснинче укçа пăхса хуман.

Олег БЕЛОВ,

Шупашкар хулин «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата хăтлăх управленийĕ» МБУ директорĕ».

Пăрăха Трусиха юхан шывĕн çыранне çитиччен тăсма, çырмана тăпра тултарма палăртни савăнтарчĕ. Анчах ку ĕçе çитес çул çеç тăвасшăн. Çак хыпар кулянтарчĕ. Ку эрнере паркра тепре пултăм. Çулла час-часах тăпрана шÿтернĕ çумăр шывĕ пăрăхран юхса çырмана татах ишнĕ. Килес çулччен вăл тата темиçе метр тăсăлма-сарăлма пултарать.

Администраци издательство çуртне панă хуравпа çут çанталăк тусне Василий Шоркина та паллаштартăм.

Килес çул ĕç пуçлама тĕллев лартни лайăх. Анчах унччен тăпра нумай юхса кайĕ. Парк тăкак татах ан куртăр тесе çырмана кăçалах хупламалла, — терĕ вăл. Малалла вулас...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.