Комментари хушас

18 Çу, 2017

Чăвашлăх варкăшĕ илсе килнĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç шкулĕнче чăваш кĕпи тăхăннă ачасем кĕтсе илчĕç. Ун чухне нимĕнле уяв та пулманччĕ, ятарласа редакци ĕçченĕсем килнĕ тĕле çапла тумланнă шăпăрлансем.

Уяв валли — кĕпе

Шкулта чăвашлăхпа сывлани кĕçĕн класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă чухне те сисĕнчĕ. «Ку ялтах çуралса çак шкулăн сукмакне такăрлатнă эпĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухса тăван тăрăха ачасемпе ĕçлеме килтĕм. Чăн чăвашла, атте-анне чĕлхипе калаçса уроксем ирттертĕм, вăйăсем вылярăмăр, тĕрлĕ уяв йĕркелерĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче самана улшăнчĕ. Ачасем вырăсланчĕç. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕ те çине тăчĕ курăнать, пепкисене хулана пурăнма ярас тĕллевлĕччĕ. Çакă питĕ чуна ыраттаратчĕ. Коридорта та «Здрастье!» — теме тытăнчĕç вĕт! Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вара пирĕн шкула çĕнĕ варкăш килсе кĕчĕ: Елизавета Викторовна директор шкул пурнăçне чăвашлатрĕ! Тĕрлĕ уяв, пуху, тĕл пулу тăван чĕлхепе ирте пуçларĕç. Класри, коридорти стендсемпе плакатсем те халĕ пирĕн чăвашла. Савăтри çеçкесем пирки çырса ăнлантарни те чăн чăвашлах. Куншăн эпир питĕ кăмăллă», — хăпартланчĕ 3-мĕшсен класс ертÿçи Надежда Тихонова.

Пĕчĕккисем «Çерем пусса вир акрăм» вăййа килĕштерсе выляççĕ иккен. Ашшĕ- амăшĕ вара тăрăшсах ачи валли уяв кĕпи çĕлет. «Класра икĕ ача, Маша Беловăпа Даниил Чумаков, чăн чăвашла атте- анне тесе чĕнет. Кун пеккине халĕ питĕ сайра илтме пулать. Пĕр ача пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать, Чăваш чĕлхипе вара «4» паллă тухрĕ. «Тăван чĕлхепе те çирĕп ыйтăр, вăл та ытти предметпа пĕр тан. «Пиллĕклĕх» пĕлмесен ачашлама кирлĕ мар. Малашне тăрăшарах вĕрентĕр», — терĕ ачан амăшĕ. Ашшĕ-амăшĕ те тăрăшнăран сулмаклă утăмсем тăватпăрах, — хавхаланчĕ Надежда Петровна.

Чăваш чĕлхи уявне пур ача та, вĕрентекен те чăваш тумĕпе килнĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.