ачасен пултарулăхĕ

Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хулинчи Искусствăсен академийĕнче пулчĕ. «Шупашкар — талантсен хули. Искусство енĕпе хушма пĕлÿ паракан 13 шкулта 7 пин ытла ача ăсталăхне ÿстерет. Паян вĕсенчен чылайăшĕ — çак академире», — тесе кĕтсе илчĕç вĕсене.

Ĕмĕтĕн ырă йăла пур — пурнăçланасси. Çакна Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнче вĕренекен Дима Ершов та туйса илнĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ палăртнă тăрăх, актер пулас шухăш тахçанах тĕвĕленнĕ унра. Спектакльте выляс ăсталăх пурри пĕрремĕш класа килсенех сисĕннĕ. Ĕмĕтне ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕр вăрттăн упраса пурăннăскер телейлĕ кун çитессе шаннă.

Софья Пушкина 12 çулта. «Пиллĕк» паллăпа вĕренет. 6-мĕш класра пĕлÿ пухакан чиперук шкулти кашни предметах мĕнпе те пулин кăсăклă тесе шухăшлать: «Математикăра задачăсене тĕрлĕ майпа шутлама май пур, çавăнпа та кунсерен çĕнĕ меслетсем шыратăп.

Ялсенче купăс калама пĕлекен сахалланса пырать. Уйрăмах аслă ăру çыннисене кулянтарать ку. Вĕсен вăхăтĕнче купăс калама пĕлекен арçын ача килĕрен тенĕ пек пулнă-çке. Халĕ пур çĕрте те эстрада вăй илет. Çапах та Çĕмĕрлере хуткупăсăн чĕрĕ сасси янăрама пăрахман-ха.

«Çутта» тухасшăн

Pages

Subscribe to ачасен пултарулăхĕ