Комментари хушас

31 Çу, 2018

«Анне, эпĕ çавах пултаратăп!»

Ĕмĕтĕн ырă йăла пур — пурнăçланасси. Çакна Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнче вĕренекен Дима Ершов та туйса илнĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ палăртнă тăрăх, актер пулас шухăш тахçанах тĕвĕленнĕ унра. Спектакльте выляс ăсталăх пурри пĕрремĕш класа килсенех сисĕннĕ. Ĕмĕтне ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕр вăрттăн упраса пурăннăскер телейлĕ кун çитессе шаннă.

Фильмра ÿкерĕнме сĕннĕ

Димăн хреснамăшĕ Аэлита Бельская шкулта ĕçлет, ÿкерÿ тата черчени предмечĕсене ертсе пырать. Çав вăхăтрах вăл «Амаçури» кинолента продюсерĕ те. Пĕррехинче хресна ывăлне фильмра ÿкерĕнме сĕннĕ. Дима тÿрех хавхаланса ÿкнĕ, ку унăн тахçанхи вăрттăн ĕмĕчĕ-çке. Ашшĕ ăнăçăва шанман, пулмасть унран тенĕ çеç. «Тен, пулĕ те?» — шухăшланă амăшĕ. «Анне, эпĕ çавах пултаратăп!» — çине тăнă Дима. Çапла ашшĕ-амăшĕ шухăшланă-шухăшланă та арçын ачана фильмра ÿкерĕнме ирĕк панă.
— Вăл килте те питĕ артистла хăтланать тепĕр чухне, темĕн те пĕр каласа култарать. «Пултаратех пулмалла», — тесе шухăшлатăп вара, — пĕлтерчĕ арçын ачан амăшĕ, Надежда Валентиновна. <...>

Пăрлă шывра кĕпе-йĕм чÿхенĕ

Сăнар калăпланă чухне нимĕнле кăткăслăх та пулман уншăн. Пăрлă шывра япала чÿхесси çеç йывăртарах килнĕ. Николай Семенов режиссер Димăпа тÿрех пĕр чĕлхе тупнине, ĕçлеме ансат пулнине палăртнă. Роль сăмахĕсене вĕренсе çитме унăн пĕр уйăх вăхăт пулнă. Ачан ас тăвăмĕ питĕ лайăх, çакă кирек епле текст вĕреннĕ чухне те палăрать.
Сăмах май, Димăн ача садĕнченех сăвва илемлĕ вулас пултарулăх пур. Вăл хутшăннă чи малтанхи конкурссем шăпах сăвă калассипе çыхăннă. Районта çĕнтерсе илнĕ Хисеп хучĕсем те пур. Унсăр пуçне мĕн пĕчĕкрен чăвашла илемлĕ фильм курма кăмăллать арçын ача. Амăшĕ туяннă фильмсен, спектакльсен пуххи пысăк, ку енчен ăннă.
Артист туйăмĕ пур унăн. Килте пурте пĕрле пуçтарăнсан час-часах сценка лартать: туя тытать те аслашшĕ пек утса кăтартать. «Ай-ой, ватă халь эпĕ», — тет çине-çинех. Çуллахи каникулта кукашшĕ патне çÿрет, лешĕ те мăнукĕ кăмăла çĕклеме пĕлнине, артистла хăтланнине пĕлтерет.
Шÿтлеме юратни, сценкăсенче вылясси, кулăшла тыткаларăшĕпе кăмăла çĕклесси арçын ачана аслашшĕпе кукашшĕнчен куçнине палăртаççĕ çемьере.

Актера вĕренесшĕн

Фильм премьерине курнă хыççăн Дима хăйĕнпе кăмăллă. «Лайăх вылятăп иккен эпĕ», — савăнать вăл. Пĕчĕк шăллĕ те мухтать ăна. Пиччĕшне пысăк экран çинче курни тĕлĕнмелле-çке.
«Амаçури» фильмра ÿкерĕннĕ хыççăн Димăна час-часах тĕрлĕрен мероприятие сăвă калама илсе çÿреççĕ, спектакльсенче выляттараççĕ. <...> Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.