«Кашни предмет кăсăклă»

18 Кăрлач, 2018

Софья Пушкина 12 çулта. «Пиллĕк» паллăпа вĕренет. 6-мĕш класра пĕлÿ пухакан чиперук шкулти кашни предметах мĕнпе те пулин кăсăклă тесе шухăшлать: «Математикăра задачăсене тĕрлĕ майпа шутлама май пур, çавăнпа та кунсерен çĕнĕ меслетсем шыратăп. Географире хула-семпе паллашма килĕшет. Кашнин историйĕ интереслĕ. Чăваш чĕлхи тăван чĕлхе пулнăран кăмăла каять. Çепĕçскере вĕреннĕçем вĕренес килет».

Хĕр ача чăваш сăвви юратать. Çавăнпах конкурссене те хутшăнать. Сăвă вуласа тăтăшах вырăн йышăннипе хавхаланса вĕсене тата та ытларах ăса хывать.

Ирсерен Софья савăк кăмăлпа вăранать те часрах шкула вĕçтерет. Пĕлÿ çуртĕнче хаваслă тесе шухăш-лать. «Класри ачасемпе, юлташсемпе хутшăнни чуна уçать», — пĕлтерет хĕр. Çанă тавăрса вĕреннисĕр пуçне алă ĕçĕ тума та ÿркенмест: тĕрлеме, çыхма, ÿкерме кăмăллать.

Тĕрĕ ăсталăхне Софья 3-мĕш класра алла илнĕ. Асламăшĕ тĕрлени ытарма çук хитре пек курăннăран çакна вĕренес кăмăлĕ çуралнă. Чиперук хĕресле тĕрлет. Унăн тĕрĕ пухмачĕ кунсерен пуянланса пырать. Пушă вăхăтра натюрморт ÿкерет. Вăл пианино калама пĕлет: калаçу вĕçленсессĕнех хитре кĕвĕпе хаваспах савăнтарчĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.