Комментари хушас

Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хулинчи Искусствăсен академийĕнче пулчĕ. «Шупашкар — талантсен хули. Искусство енĕпе хушма пĕлÿ паракан 13 шкулта 7 пин ытла ача ăсталăхне ÿстерет. Паян вĕсенчен чылайăшĕ — çак академире», — тесе кĕтсе илчĕç вĕсене.

Академи — пултаруллă ачасен центрĕ. Çакна сумлă хăнасем хăйсем курса ĕненчĕç. Ку учрежденири «Виктория» хор академи пирки çырнă юрра шăрантарчĕ. Хăнасене ачасен вĕрсе каламалли инструментсен «Виват» оркестрĕн саламĕ те питĕ килĕшрĕ. Унтан вĕсем бал ташшисен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан залра пулчĕç. Музыка тата искусствăсен шкулĕсенчи театр уйрăмĕсем валли йĕркеленĕ ăсталăх класĕ мĕнле иртнине пăхрĕç. Раççей министрĕ Чăваш Енре ачасен театр пултарулăхне пысăк тимлĕх уйăрнине хăй курса ĕненчĕ: кăçал Театр çулталăкĕ-çке.

Сĕрме купăсçăсен «Калейдоскоп» ансамблĕ — Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссен çĕнтерÿçи — пурин чунĕсене те тыткăнларĕ. Министр унăн ертÿçине — РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Наталья Серегинăна — ачасене юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслаштарнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Академие килнисем çавăн пекех живопись залĕнче, шкул ÿсĕмне çитмен ачасене декораципе хушма искусствăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан класра пулса курчĕç.

«Ку тĕрĕ мĕне пĕлтерет?» — кăсăкланчĕ Владимир Мединский чăваш тĕррин урокĕ иртекен пÿлĕмре. Ольга Федотова преподаватель тĕрĕ пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ. Сарă тĕс чăвашсен чи юратни пулнине пĕлтерчĕ. Вăл министра хăй мĕншĕн хушпу тăхăннине те каларĕ. Чăвашсен тухья та пуррине, вăл качча кайман хĕрсем валли пулнине ăнлантарчĕ.

Робототехника класĕнче те тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Ачасем хăйсем ăсталакан роботсем пирки каласа панине Мединский тимлĕн итлерĕ. Академире ĕçлекен ачасен медиа-центрĕнче вара çĕршыв министрне ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Вĕсене хуравланă май Владимир Ростиславович хăй Чăваш Енре пĕрремĕш хут пулнине палăртрĕ. «Министр пулас тесен мĕн тумалла?» — кăсăкланчĕç журналистика вăрттăнлăхĕсене «шĕкĕлчекенсем». «Лайăх вĕренмелле тата нумай ĕçлемелле», — пулчĕ хурав.

Искусствăсен академийĕнче ятарлă арт-стена пур. Унта хăнасем автограф хăвараççĕ. «Пултарулăхра тата вĕренÿре — ăнăçу», — тесе çырчĕ Владимир Мединский. «Маттурсем», — шухăшне палăртрĕ Михаил Игнатьев.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: