«Хăть кайса ÿк: 1 миллион тенкĕ выляса илтĕм!»
Мулшăн хапсăнма хушман та, анчах укçа кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унсăр мĕнле пурăнмалла? Тăрук «пĕлĕтрен» йăтăнса аннă янтă укçа пирки кам ĕмĕтленмест-ши? Урамра тупнă-и ăна, тăвансенчен пурлăх куçнă-и е лотерейăра выляса илнĕ-и — пĕлтерĕшлĕ мар. Тепĕр чухне: «Эх, манăн çавăн чухлĕ укçа пулсан…» — тесе тутлă ĕмĕтсен авăрне путакан сахал-им? Лотерейăра нухрат мĕнле выляса илмелле? Ку ыйту нумайăшне канăçсăрлантарать. Хăшĕ-пĕрне ăнать-çке. Тĕрĕссипе, укçа е пĕр-пĕр япала выляса илес тесен аслă пĕлÿ илни е шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерни пĕлтерĕшлĕ мар. Пуян çынсен ывăлĕ е хĕрĕ те пулмалла мар. Чи кирли — ăнăçу! Хăшĕ-пĕри лотерейăра выляса илес тесе укçа хĕрхенмесĕр час-часах билет туянать, анчах ĕмĕтленни харама каять. Теприсем вара пĕрремĕш хутĕнчех телейлисен йышне кĕреççĕ. Ан кулянăр: кашнинех çĕнтерес шанчăк пур! Хăçан та пулин ăнăçу сирĕн енче пулатех.
Чи пĕрремĕш парне — тутăр
61 çулти Светлана Фроловăн шухăшĕпе, лотерея билетне кашни уйăхра мар, 5 çулта пĕрре туянмалла. Вăл лотерейăра темиçе хут çĕнтернĕ. Ăна чăнах та ăнать. Выляса илнĕ укçа нумаях мар пулин те кĕсьене хулăнлатнă. Ытлашши укçа никама та кансĕрлемест-çке, çул айккинче йăваланса выртмасть вĕт вăл.
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче лотерейăра пĕрремĕш хут çĕнтертĕм. Ун чухне Канашри педучилищĕре вĕренеттĕм. 30 пус тăракан лотерея билетне туянтăм та тутăр выляса илтĕм. Епле савăннăччĕ уншăн! Ăна тÿрех аннене Феодосия Егоровнăна парнелерĕм. Çывăх çыннăм ăна чылай çул çыхса çÿрерĕ, вăл пурнăçран уйрăлсан тутăр мана куçрĕ. Çав япала питĕ çирĕп пулчĕ, унпа 30 çула яхăн усă куртăмăр, — иртнине аса илчĕ Светлана Анатольевна.
Иккĕмĕш хутĕнче ăна ытларах ăннă: вăл 1004 тенкĕ выляса илнĕ. Ку иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пулнă. Çав вăхăтра ку укçа калама çук пысăк шутланă.
— «Спортлото» лотерейăра çавăн чухлĕ укçа выляса илсен питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Кăнтăр енне канма каймашкăн шухăш çуралчĕ. Путевка 75-80 тенкĕ тăратчĕ. Ун чухне эпĕ 3 ача амăшĕччĕ, апла пулин те мăшăрăм мана Ессентукие пĕччен яма хирĕçлемерĕ. Ара, вар- хырăмпа аптăраттăм. «Санаторие кайса сывал», — терĕ вăл. Çапла курорта кайса куртăм, — малалла калаçрĕ асламăшĕ, кукамăшĕ ята илтнĕ хĕрарăм.
Çемье лотерейăра выляса илнĕ ытти укçана мĕнле тăкакланă-ха?
— Шăпах çав вăхăтра эпир ялтан хулана пурăнма куçрăмăр. Эпĕ тĕп хулари Агрегат заводĕнчи пĕр уйрăмра воспитательте тăрăшма тытăнтăм. Мана ĕçрен общежитире пĕр пÿлĕм уйăрса пачĕç. Юлнă укçапа унта юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, ăна хăтлăлатрăмăр, — каласа кăтартрĕ Светлана Ана-тольевна.
Пĕлтĕр Светлана Анатольевна Шупашкара килсен лотерея билечĕ туяннă. Мĕн тетĕр? 50 тенкĕ тăкакланăшăн пĕрре те ÿкĕнмен, кĕçех кĕсйи 5 пин тенкĕпе пуянланнă. Тивĕçлĕ канăва тухнăскер ăна та çилпе вĕçтермен: сывлăхне çирĕплетмешкĕн эмел туяннă. Вăт, куртăр-и: хăшĕ-пĕрне пурнăç тăршшĕпех лотерейăра ăнать!
Шăллĕне хваттер парнелесшĕн
Вăл лотерея билетне илсен ун пирки пачах маннă. Хăй вара çĕнтерÿçĕ пулнине те тÿрех пĕлмен. Кăçал, çулталăк пуçламăшĕнче, Шупашкарти пĕр строительство фирминче водительте тăрăшакан Дмитрий Лисов миллионер ятне илтнĕ. «Столото» патшалăх лотерейинче вăл «Рапидо» суперпарнине — 2379838 тенке — выляса илнĕ.
Лотерея билетне ăна шăллĕ парнеленĕ, вăлах Дмитрие çĕнтерÿçĕ пулса тăнине пĕлтернĕ. Ку уншăн кĕтменлĕх пулнă. Пĕртăванĕ парнеленĕ билет ăна миллионер пулма пулăшнă-çке-ха. Малалла вулас...