Савнине тавăрас шухăшпа

РФ СКн Шупашкарти Ленин районĕнчи следстви уйрăмĕ Шупашкарта такси службинче водительте ĕçлекен 28 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи пуш уйăхĕнче хăйĕн малтанхи савнине тарăхнăскер ăна тавăрма шухăшланă, Интернетри соцсетьре унăн ячĕпе аккаунт уçнă. Вăл хĕртен ыйтмасăрах унăн видеоне пурне те курмалла вырнаçтарнă. Халĕ тĕпчев ĕçĕ малалла пырать. Çакнашкал преступленишĕн 200 пин тенкĕ штраф пама е патшалăхшăн 360 сехет ĕçлеттерме пултараççĕ. Е айăпа çирĕплетсен арçыннăн çулталăк е икĕ çул ĕçлесе юсанма тивĕ.

Елена БАШКИРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.