Archive - 11 May, 2017

«Чуна уçса калаçар» рубрикăна тытса пыма пуçланăранпа миçе çыннăн чунне уçмарăм-ши? Хальхинче тĕпеле тутар юррисене шăрантаракан чипер те илĕртӳллĕ чăваш пикине — 23 çулти Вероника ПИНЕСЛУНА — чĕнес терĕм. Çамрăкскер Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

— Упăшкаран çап-çамрăкла виçĕ ачапа тăрса юлтăм, асли — вун тăваттăраччĕ, вăталăххи — вун иккĕре, кĕçĕнни вунă çултаччĕ. Мĕн чухлĕ татăлса йĕмен-ши? Çакна пĕр Турă çеç пĕлет. Пĕччен хĕрарăма ялта пурнăç тытса пыма çăмăл-и? Пăянам та, пăятам та пулман манăн, мĕн пур яваплăх пĕр хам çине тиеннĕ.

Мускаври Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада хутшăнма чи-чи маттуррисене çеç суйлаççĕ. Вольск хулинчи çар институтĕнче вĕренекен хĕрсем унта кăçалхипе иккĕмĕш хут хутшăннă. Вĕсем пирки ахальтен сăмах хускатмарăм. Шăпах çак аслă шкулта Улатăр районĕнчи Чуварлей пики Кристина Иванова ăс пухать. Унăн кăçал пысăк савăнăç пулнă. Кристина çĕнтерӳ парадне хутшăннă! Вольскри çар институчĕн 88 курсанчĕ, ялав йăтакан Гущина аслă лейтенантпа унăн ассистенчĕ Дикунова ефрейтор ытти маттур çамрăкпа пĕрле Хĕрлĕ лапамра стройпа мăнаçлăн утнă.

РФ Оборона министерстви Кристинăна «Çĕнтерӳ кунĕнчи çар парадне хутшăннăшăн» медальпе чысланă. Малалла вулас...

Вĕсем — профессионалсем мар, шкул ачисем кăна. Çапах та Б. Васильевăн повеçĕ тăрăх лартнă «А зори здесь тихие…» спектакльпе куракан чунне хускатрĕç. Шупашкарти П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче ачасем лартакан спектакле курма ятарласа кайрăм. Спектакль пуçланиччен çамрăк артистсемпе — Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхашĕ шкулĕнчи «Хĕлхем» театр студине çӳрекенсемпе — тĕл пулса калаçрăм.

11 May, 2017 | Тантăш | Сывлăх | Шăпа

Людмила Кудряшова паянхи кун пĕртен-пĕр ĕмĕтпе пурăнать: килте дистанци мелĕпе вĕренекен сусăр хĕрĕ экзамен ăнăçлă тыттăрччĕ. 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекен Лиза хăй те пăшăрханать. Ялан тарăн шухăша кайса ларать вăл. Кун пек чухне амăшĕн чĕри тӳсмелле мар ыратать.

Шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем тăтăш пирĕн пата килсе çӳреççĕ. Ачасем те çакнашкал самантсене кăмăллаççĕ. Ку хутĕнче çар çынни Владимир Иванов аслă мичман хăнара пулчĕ. Вăл 6-мĕш кадет класĕпе тĕл пулу ирттерчĕ. Малтан хăй ачалăхне аса илчĕ вăл, унтан çарти пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Pages