- Чăвашла верси
- Русская версия
Ĕрĕхсе кайнă янавара та тытса чарнă
— Упăшкаран çап-çамрăкла виçĕ ачапа тăрса юлтăм, асли — вун тăваттăраччĕ, вăталăххи — вун иккĕре, кĕçĕнни вунă çултаччĕ. Мĕн чухлĕ татăлса йĕмен-ши? Çакна пĕр Турă çеç пĕлет. Пĕччен хĕрарăма ялта пурнăç тытса пыма çăмăл-и? Пăянам та, пăятам та пулман манăн, мĕн пур яваплăх пĕр хам çине тиеннĕ. Эпĕ çеç-и ун пекки Çĕр çинче? Вăрçă çулĕсенче тата хытăрах асапланнă, килсеренех пĕччен хĕрарăм пулнă, Çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тесе тăрăшнă. Çывăх çыннăм та пире — икĕ хĕрпе пĕр ывăла — пĕчченех çитĕнтернĕ. «Анне, тем пек йывăр пулсан та лашасене ан пăрах. Вĕсене эпир хамăрах пăхатпăр, юрать-и?» — ашшĕне пытарса таврăннă хыççăн куçран пăхса йăлăнчĕç ачамсем. Пĕр хамшăн çеç нимĕн те кирлĕ марччĕ-ха, çурма тăлăха юлнăскерсен кăмăлне тивĕçтерес тесе тепĕр 20 çул ªпурĕ 26 çул конюхра тăрăшрăм. Аслă ывăлăм Саша техникумран вĕренсе тухнă хыççăн хуларах юлчĕ, ятарласа отпуск илетчĕ те мана пулăшма яла васкатчĕ. Лашана юратасси хамранах куçрĕ-ши — куна витере ирттеретчĕ. Ăшне пĕр тĕпренчĕк çăкăр ямасăр янаварсене тăрантарасси çинчен шухăшлатчĕ Сашук», — ача-пăча çитĕнтернĕ вăхăта куçĕ умне кăларчĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Альбина Лебедева.
Пĕр касра пурăнакан каччă Альбинăна ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхĕшĕн килĕштернĕ. Кинемейсем пĕрмай ырласа калаçни хăлхине епле ан кĕтĕр-ха? Кĕвентепе шыв ăсса таврăнакан чипер пике çинчен куç илеймен яш. Ютти туртса илесрен хăрасах пĕр каç тăванĕсене хăвăртрах ун патне хăтана янă. Хĕветĕрпе Альбина пĕрлешсен çирĕп çурт-йĕр çавăрнă, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Пурнăç хăйĕн еккипе малаллах пынă. Анчах мăшăрĕ тăрук сывлăхĕ хавшани пирки калама тытăннă. Кил хуçине ӳпке чирĕ вăйлах аптăратма пуçланă. Шел, сыватма май килмен ăна. Арçын 42 çултах çĕре кĕрсе Альбинăна ачисемпе тăлăха хăварнă. Малалла вулас...
Комментари хушас