Archive - 31 May, 2017

Date

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай Ялтăра ял тăрăхĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕ çумĕнче йăлари хытă каяш полигонĕ тăвас ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Ăна хута ярсан Çĕмĕрле районĕпе хулинчен, кÿршĕ районĕсенчен кунта ăпăр-тапăр турттарма шухăшлаççĕ. Эпĕ çав проекта хирĕç. Мĕншĕн тесен Юманай Ялтăра таврашĕнче — çын йышлă пурăнакан ялсем. Полигон валли пĕтнĕ ялсен вырăнне суйласа илмелле. Сăмахран, Тури Макарин енче çавнашкал ял темиçе те. Çывăхри Хĕрлĕ Чутай вăрманĕн уçланкинче хута ярсан та çынсене сахалрах сиен кÿрĕ.

 

Марина Карягинан кăçал тухнă «Кĕмĕл тумлă çар, Серебряное войско, Silver Army» кĕнеки — чăваш литературинчи паллă пулăм. Чăннипе вăл, ман шухăшпа, пĕтĕм Европа литературинче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне йышăнмаллаччĕ. Йышăнайĕ-ши?

Ылтăн шайĕнчи кĕмĕл

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче федерацин «Сăрçум» заповедникĕн Елчĕк районĕнчи лаптăкĕнче (97,8 га), Энтепе ялĕн пĕвинче, пысăк шурă чарлансене асăрхасан питĕ тĕлĕнтĕмĕр.

Шупашкарти Мускав районĕн ЗАГСĕ çу уйăхĕнче тăватă йĕкĕреше регистрациленĕ.

Миланăпа Данил çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Хĕр ача хыççăн ывăл çут тĕнчене икĕ минутранах килнĕ — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче Захаровсен çемйи амăшĕ тата ашшĕ пулса тăнă. Савăнăçлă мăшăра ачасене патшалăх органĕнче шута илнине çирĕплетекен свидетельство тата ЧР Пуçлăхĕн салам çырăвне панă.

Çĕршывăн тĕп хулинче Раççей халăхĕсен ассамблейин çиччĕмĕш сьезчĕ, Çамрăксен «Эпир Раççей çыннисем» ассамблейин отчетпа суйлав конференцийĕ тата Еврази халăхĕсен пĕрремĕш Аслă пухăвĕ иртнĕ.

Мероприятие йĕркелеме РФ Президенчĕн Администрацийĕ, Федераци Канашĕ, Патшалăх Думи, Раççей Ют çĕршывсен ĕçĕсен министерстви, Общество палати, ыттисем пулăшнă.

Румынири Сибиу хулинче киокусинкай енĕпе тĕнче чемпионачĕ тата малти вырăнсене тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.

Унта Шупашкарти олимп резервĕн 5-мĕш спорт шкулĕн киокусинкай уйрăмĕнче ăсталăха туптанă Елена Зайковская 65 килограмм таран таякан спортсменсемпе тупăшнă. Финала тухассишĕн вăй виçнĕ чухне Казахстанран пынă Аина Болата çăмăллăнах парăнтарнă. Финалта вара Нидерландсен чысне хÿтĕленĕ Тамара Биндрабана çĕнтерсе киокусинкай енĕпе тĕнче чемпионĕ пулса тăнă.

Pages