Ача телей курма çуралать

Анчах, шел те, кашни ача пирки телейлĕ тееймĕн. Вĕсем тĕлĕшпе хăрушă преступленисем те тăваççĕ, çемьесенче нушаланса ÿсекенсем те пур. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун çак ыйтусем тавра ЧР прокуратурин çул çитменнисен тата çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Савельевăпа (сăн ÿкерчĕкре) калаçрăмăр.

Ÿсĕр те питĕ хăрушă

— Прокуратура органĕсем çул çитменнисемпе çыхăннă саккунсене пăхăннине, ачасен пурнăçпа ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ сферинчи прависене уянине çирĕп сăнаса тăраççĕ, — терĕ Алина Борисовна. — Тăлăх, хевтесĕр ачасен, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесенчи ачасен прависем тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк. 2016 çулта ку енĕпе саккуна пăснин 8,9 пине яхăн тĕслĕхне сирме пул-тарнă. Кăçал та çавнашкал 3 пин ытла тĕслĕхе тупса палăртнă.

Право хуралĕн органĕсемпе, профилактика субъекчĕсемпе пĕрле ĕçленĕ май юлашки çулсенче çамрăксем преступлени тăвассине чакарма пултарнă. Çак туртăм пĕлтĕр те палăрнă, кăçал та иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан унашкал преступленисем 37,5% чакнă /144- ран 90 таран/. Çул çитменнисем тунă преступленисен шутĕнче тĕпрен илсен — ют пурлăха вăрлани. Çакăнта, паллах, социаллă пурнăçпа экономикăри йывăрлăхсен витĕмĕ те пур, тепĕр енчен, ашшĕ-амăшĕ ачисене çирĕп сăнаса тăманни, профилактика енĕпе ĕçлекен органсен тимлĕхĕ çитменни те куç кĕрет.

— Çамрăксем сахалрах преступлени тунă терĕр-ха, анчах мана темшĕн яшсемпе хĕрсем юлашки çулсенче ĕçкĕпе ытларах иртĕхнĕн туйăнать...

— Чăнах та — сисчĕвлентерекен самант: çамрăксем шăпах ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ пĕлтĕр 31,5% ÿснĕ. Çак туртăм кăçал та палăрать. Улатăр районĕнче пулнă тĕслĕхпе паллаштарам. Çул çитмен çамрăк малтан хĕрарăмпа эрех ĕçнĕ, кайран ăна вĕлернĕ. Тĕпчев кăтартнă тăрăх — эрехе вăл ялти лавккара туяннă. Апла тăк сутуçăсем саккуна пăснă — çул çитмен çамрăка эрех сутнă.

Çакнашкал пулăм вара анлă сарăлнă — кунашкал тĕслĕхсене республикăри мĕн пур муниципали-тетра тупса палăртнă. Çав вăхăтрах вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем алкоголь суту-илĕвĕн вырăнĕсем тĕлĕшпе чарусем йышăнас енĕпе çителĕксĕр ĕçленине те пытараймăн. Тĕслĕхрен, Канаш районĕнчи Вăрманкас Ухманта вăтам шкул çывăхĕнчех вырнаçнă «Палан» лавккара эрех сутнă. Кунашкалли Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелĕнче те пулнă. Канашра вара çул çитменнисем çĕрле те «Жара» кафере сăйланнă — куншăн кафе хуçине штрафланă.

Наркотиксен суту-илĕвне явăçнă ачасемпе çамрăксем тĕлĕшпе 25 уголовлă ĕç пуçарни те — хăру-шă. Вĕсене çак ĕçе наркотик саракансем явăçтараççĕ — вĕсем ыйтнипе туянакансем валли «шурă вилĕм» дозисене вăрттăн вырăнсене кая-кая хураççĕ. Çамрăксем çакă мĕнешкел яваплăхпа çыхăнни пирки шухăшламаççĕ — çăмăл укçашăн преступлени çулĕ çине тăраççĕ.

Воспитани — патакпа!

— Полици, Следстви комитечĕн сводкисемпе хыпарĕсенче çул çитменнисем тĕлĕшпе тăвакан преступленисем ытла та нумай...

— Вĕсен шучĕ пысăклансах пырать — кăçал 318 тĕслĕхе шута илнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 58% нумайрах. Çав шутра педагогсем — ачасене пĕлÿ тата воспитани пама тивĕç çынсем — преступлени тунă тĕслĕхсем те пулнă. Калăпăр, Элĕк районĕн прокуратури истори вĕрентекенĕ пĕр ача тĕлĕшпе воспитанин юрăхсăр мелĕсемпе темиçе хут та усă курнине çирĕплетнĕ. Ăна УК 156 статйипе уголовлă майпа айăпласа 50 пин тенкĕлĕх штрафланă, икĕ çуллăха педагогика енĕпе ĕçлеме чарнă.

Пĕлтĕрхи çулла Шупашкар районĕнчи «Салют» лагерьте пулнă тĕслĕх вара — уйрăмах киревсĕр- скер. Хурал ĕçне кирлĕ пек йĕркелеменнине кура ют çын çĕрле ачасем çывăракан пÿлĕме кĕрсе хĕр ача тĕлĕшпе намăс ĕçсем тунă. Преступник уголовлă майпа явап тытнă, анчах район прокуратури представлени çырнă май ачасен сывлăх учрежденийĕн ертÿçине те дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Лагерьсем тенĕрен, асăннă йышши тĕслĕхсенчен сыхланас тĕллевпе республикăн прокуратура органĕсем кăçал та çуллахи кану тапхăрĕнче çав учрежденисем ĕçе мĕнле йĕркеленине тĕпчĕç, тĕрĕслевсем ирттерĕпĕр.

— Шкулсенче, ытти вĕренÿ организацийĕнче ĕç-пуç йĕркеллех-и?

— Пĕлтĕр тата кăçал ачасене вĕренмелли майсемпе, шкулчченхи, шкулти тата професси вĕрентĕвĕн тÿлевсĕрлĕхне тивĕçтерес енĕпе тимлĕ ĕçленине палăртас килет. Çавна май паян мĕн пур муниципалитетра виçĕ çултан аслăрах пĕтĕм ача садике çÿреме пултарать. Прокурорсем пĕчĕкскерсене ача сачĕсене, ачасемпе çамрăксене шкулсемпе техникумсене йышăннă, ача сачĕсем тунă, шкулсенчи апатланăва йĕркеленĕ, уйрăм çынсенчен шкулсем укçа пухнă, студентсене стипенди тÿленĕ чухне саккуна пăснă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă.

Шупашкарти темиçе шкулта 10- 11-мĕш классене саккуна пăсса хупни тĕлĕшпе те мерăсем йышăннă. Хăш-пĕр вĕренÿ организацийĕнче инвалид ачасен, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисен прависене пăснă тĕслĕхсем пулнă.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн общежитийĕн 6 пÿлĕмĕнче лаптăк çителĕксĕррине çирĕплетнĕ: кашни вĕренекен валли 6 тăваткал метр тивмелле — 3,5-4,2 метр кăна тивнĕ. Çав вăхăтрах общежитире пушă вырăнсем те пулнă иккен. Коменданта штрафланă хыççăн çак çитменлĕхсене пĕтернĕ.

Ачасем ют пулмаççĕ

— Опека органĕсем тĕлĕшпе ÿпкев час-часах илтĕнет — ку сăлтавлă-и?

— Сăлтавсăр мар çав — ÿпкелемелли самант чылай. Малалла вулас...

 

Николай КОНОВАЛОВ калаçнă."Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.