Пур халăхăн пĕр чĕлхе
Марина Карягинан кăçал тухнă «Кĕмĕл тумлă çар, Серебряное войско, Silver Army» кĕнеки — чăваш литературинчи паллă пулăм. Чăннипе вăл, ман шухăшпа, пĕтĕм Европа литературинче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне йышăнмаллаччĕ. Йышăнайĕ-ши?
Ылтăн шайĕнчи кĕмĕл
Кĕнеке ятĕнченех курăнать: «Кĕмĕл тумлă çар» трагедие харăсах виçĕ чĕлхепе— чăвашла, вырăсла, акăлчанла пичетлесе кăларнă /куçараканĕсем Людмила Симонова тата Вячеслав Платонов/. Анчах, паллă ĕнтĕ, хайлав хакĕ ăна миçе чĕлхене куçарнинче мар, чăн пахалăхĕнче.
Çавăнпа эпĕ маларах хам лартнă ыйту патне таврăнасшăн.
Пĕр шухăшласан, кĕнекене ăсталакансен ушкăнĕ çав тĕллевпех ĕçленĕн туйăнать. Ăна ахальтен виçĕ чĕлхепе кăларас çук. Анчах тиражне пăхатăн та чун кÿтет: 500 экземляр! Капла кĕнекене камах вулаттарайăпăр-ши ĕнтĕ...
Паллах, ăна кун çути кăтартнă ушкăна çакăншăн ÿпкелес шухăш манăн асра та çук. Автор кĕнекене пичетлеме пулăшнăшăн спонсора тав тăвать. Çакăнтан эпир пĕтĕм проекта хавхаланчăк çынсем хăйсен шучĕпе пурнăçа кĕртнине тавçăратпăр. Кунашкал ĕç тумашкăн вара укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ, çавăнпа трагедие çапла хальлĕн кăларма пултарнăшăн та вĕсене пысăк тав. Чăннипе камăн вăй-хал хурса тăрăшмаллаччĕ-ха ку тĕлĕшпе?
Эпир — пĕтĕм çĕршыв халăхĕ
Хăш-пĕр критик халĕ те-ха чылай чухне наци çыравçин пултарулăхне вăл Мускавра кĕнеке кăларма пултарни- пултарайманнине кура хаклать. Пултарнă тăк писатель Раççей шайне çĕкленнĕ пулать. Пултарайман тăк, каçарăр та, çав критиксем сан кĕнекÿне вуласа «вăхăта сая ямĕç»: ытахаль тишкерÿ статйинче те сан ятна асăнмĕç. Мĕн çинче никĕсленет-ха çакнашкал хаклав?
Вăхăтлăха истори кукăрне пăрăнса юлнă совет влаçĕ наци политикине çирĕп тытса пыма тăрăшнă. Ăнăçлă-и, ăнăçлах мар-и — ку урăх сăмах. Чи кирли — çав политика пулни. Литературăна илес тĕк Раççей тата СССР шайĕпе ĕçлекен издательствăсем çулсерен тĕрлĕ наци писателĕсен кĕнекисене планпа палăртсах кăларса тăнă. Çав плансене ытларах камсем лекнине эпир, паллах, ăнланатпăр. Çав вăхăтрах çыравçă чăннипех те пултаруллă тата çине тăракан çын пулсан вăл та çав йыша кĕме пултарнă.
Хальхи вăхăтра çĕршыв шайĕпе ĕçлекен издательствăсем пурте коммерциленнĕ. Раççейри йышлах мар тĕрлĕ халăх писателĕсен хайлавĕсем вара, паллах, тупăш нумай кÿреймĕç. Çинех халĕ издательствăсемпе журналсем тавра уйрăм ушкăнсем пухăннă, вĕсем ытти автора гонорар касси патне пыма ирĕк парасшăнах мар. Эпĕ сăнанă тăрăх — Мускавра, калăпăр, «провинцире» пурăнакан чăн вырăс писателĕсен кĕнекисене те сайра кăлараççĕ. Апла-и, капла-и — наци авторĕ сулăмлă хайлавсене /сăвă-калав таврашне хăш-пĕр журнал ятне туса пичетлекелеççĕ/ хăй вăйĕ-пе Раççей анлăшне сараймĕ. Патшалăх вара ăна пулăшасшăн мар, тăрсан-тăрсан пĕр аминь тенĕшкел хутран-ситрен пĕр-пĕр антологи кăларнипех çырлахать. Наци литературине аталантарассине вăл пĕтĕмпех республикăсем çине йăвантарнă. Çакă, паллах, вуçех тĕрĕс мар. Калăпăр, чăвашсем пĕтĕм çĕршывĕпе ĕçлесе пурăнаççĕ, пĕтĕм çĕршыв хыснине налук тÿлеççĕ. Эппин мĕншĕн-ха вĕсен литературине, чĕлхине аталантармашкăн çĕршыв бюджетĕнчен укçа уйăрас мар?
Ну, юрать, эпир, чăвашсем, хамăрăн çемçешке кăмăлпа Мускава итлеттереймĕпĕр. Тата ку ĕçе республикăн та ытларах кÿлĕнмелле. Чăннипе паян лару-тăру мĕнлерех-ха? /Аса илтерем: кунта сăмах чăваш писателĕсен ĕçĕсене вырăсла куçарса пĕтĕм çĕршыв вулаканĕсем патне çитересси çинчен пырать/.
Чăваш кĕнеки тупăш кÿрĕ-и?
Куçару вăл чи пирвай — тăлмач ăсталăхĕ. Куçарнă хайлав пахалăх тĕлĕшпе пĕртте автор оригиналĕнчен кая ан пултăр, ирттерсен тата аванрах. Енчен эсĕ çав шайпа куçараймастăн тăк санăн ку ĕçе пуçăнмалла та мар. Шел, унашкал ăста тăлмачсем пирĕн питĕ сахал. Аристарх Дмитриев, Зоя Романова, Ирина Митта... Тата икĕ-виçĕ çын ку ĕçе хушăран хушă явăçкалать. Анчах вĕсем çамрăках мар ĕнтĕ. Апла тепĕр 10-20 çултан чăваш писателĕсен хайлавĕсене тивĕçлĕ шайра куçаракансем юлĕç-ши? Çакă питĕ иккĕлентерет, ма тесессĕн пулас тăлмачсем пирки никамах та канăçсăрланмасть: хальхи ăстасен шкулне аталантармаççĕ, çамрăксене Лите-ратура институтне ярса вĕрентмеççĕ. Тата ку ĕçшĕн гонорар та ячĕшĕн çеç тÿлеççĕ. Профессийĕ вара çав тери кăткăс та йывăрскер, уйăхĕ-уйăхĕпе, тепĕр чух темиçе çул таран пукан çинчен тăмасăр вăй хумалла. Паллах, виçĕ пусшăн никам та çав тери нушаланмĕ. Кăмăл çырлахăвĕсĕр пуçне çыннăн тăранса та пурăнмалла-çке, кил-йышне тытса тăмалла.
Ну, юрать, ку ыйтусене татса патăмăр тейĕпĕр. Хайлава куçартăмăр, кĕнекен çапса кăлартăмăр. Ăна пĕтĕм çĕршыври вырăсла вулакансем патне çитерейĕпĕр-и?
Мана тахçантанпах /совет влаçĕренпех/ пĕр япала тĕлĕнтерет. Малалла вулас...
Комментари хушас