Эпир курман кайăксем

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче федерацин «Сăрçум» заповедникĕн Елчĕк районĕнчи лаптăкĕнче (97,8 га), Энтепе ялĕн пĕвинче, пысăк шурă чарлансене асăрхасан питĕ тĕлĕнтĕмĕр.

Вăл республикăра йăва çавăракан сăрă чарланран пĕчĕкрех, пĕчĕк шурă чарланран пысăкрах. Çÿллĕшĕ пĕр метр ытла, вĕçнĕ чухне çуначĕсене 1,45 метр таран сарать.

Вĕсем Чăваш Енре чĕп кăлармаççĕ. Тĕп тата Кăнтăр Америкăра, Азире, Европăра, Африкăра, Çĕнĕ Зеландире, Австралире йăх тăсаççĕ. Çуркунне-кĕркунне республика урлă вĕçсе иртеççĕ çеç. Орнитологсем вĕсем апатланнине пилĕк хутчен кăна — Улатăр районĕнчи Буймас кÿллинче тата Атăл йăлăмĕнче /1998 ç./, Етĕрне тăрăхĕнчи Иваньково пĕвинче /1999 ç./, Красноармейски районĕнчи Матьшу /Матца/ юхан шывĕнче /2007 ç./, Мари Элри Мăн Какшан юппинче /2010 ç./ — курнă.

Çав кун хĕвеллĕччĕ, пĕвери шапасем ăмăртмалла "юрлатчĕç". Шурă чарлансем пире кĕтмен-тĕр. Эпир курăнсанах туратсем çине вĕçсе ларчĕç, пире сăнарĕç, эпир — вĕсене. Пĕр-пĕринпе сехете яхăн кăсăклантăмăр. Ахăртнех, чарлансем кунта каннă, шапасене çисе вăй пухнă. Йывăç çинче чакăлтатнă хушăра фотоаппаратпа ÿкерсе илтĕмĕр.

Наталья БОРИСОВА. Заповедник сотрудникĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.