Archive - 19 May, 2017

Чылайăшĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие хăйсен аслашшĕ-кукашшĕн, ашшĕн сăн ÿкерчĕкĕпе хутшăнать пулсан вăл хăйсен ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă кашни салтаках чыс тунă. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Владимир Галошев журналист, художник пирки. Владимир Петрович кăçал çÿлерех асăннă акцие тăван ялĕнчи 112 салтакăн

Çамрăксене конференцие йыхравласшăн

Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институтĕнче «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта общество организацийĕсен культура тата экологи аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă.

Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков ларăва уçнă май культурăпа искусствăсен институтне ăнсăртран суйламаннине палăртнă. Кунта культура тытăмĕ валли специалистсем хатĕрлеççĕ, çавна май пирĕн регионта пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетессишĕн пысăк ĕç тăваççĕ.

Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăннă Коротков купсасем 19-мĕш ĕмĕрте вăрман сутса ят-сум илнĕ. Ефим Федоровичăн 3 ывăлĕ те ашшĕн ĕçне тăснă. Унсăр пуçне вĕсем обществăпа патшалăх ĕçне хастар хутшăннă.