42 çухрăм чупнă
19 May, 2017 | Хыпар | Спорт | Марафон

Волгоград хулинче марафон чупас енĕпе çĕршыв чемпионачĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă.

Чи йывăр дистанцире спортăн тĕнче класлă мастерĕсем Наталья Пучковăпа Алина Прокопьева тупăшнă. Ентешсем ăмăрту пуçламăшĕнчех малти ретре пынă. 30 километр хыççăн вĕсенчен Челябинск спортсменки Наталья Старкова иртсе кайнă, вăлах финиша чи пĕрремĕш çитнĕ. Пирĕн хĕрсем те дистанцие ăнăçлă вĕçлесе «кĕмĕлпе» «бронза» çĕнсе илнĕ. Арçынсен йышĕнче Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинчен вĕренсе тухнă, халĕ Тутарстаншăн ăмăртакан Степан Киселев çĕнтернĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.