«Кушкă батальонĕ»

Чылайăшĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие хăйсен аслашшĕ-кукашшĕн, ашшĕн сăн ÿкерчĕкĕпе хутшăнать пулсан вăл хăйсен ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă кашни салтаках чыс тунă. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Владимир Галошев журналист, художник пирки. Владимир Петрович кăçал çÿлерех асăннă акцие тăван ялĕнчи 112 салтакăн

сăн ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ плакатпа тухнă.

Кĕнеке кăларнă, фильм ÿкернĕ

— Ĕç-пуç акă мĕнрен пуçланчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çывхарнă чухне тăван яла кайнăччĕ. «Володя, вăрçăра çĕнтернĕренпе 7 теçетке çул çитнине халалласа кĕнеке кăларар», — сĕнчĕ вырăнти тавра пĕлÿçĕ Илья Трофимов. «Эпĕ фильм ÿкеретĕп апла», — çунатлантăм эпĕ. «Фильм лайăх паллах, анчах малтан кĕнекине кун çути кăтартар-ха», — каялла чакма шухăшламарĕ Илья Матвеевич. «Ара, эпĕ кĕнеке валли материал пуçтарнă май фильм та хатĕрлеме пултаратăп-çке», — хамăннех петĕм эпĕ. Çапла иксĕмĕр ĕçе пикентĕмĕр те ыттисене хускатса ятăмăр. «Одноклассники» социаллă сетьре сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарма, кĕнекен пулас сăнарĕсем пирки материал пухма пуçларăмăр. Малтан 40 çыннăн портретне вырнаçтарнăччĕ. Пирĕн ялтан вăрçа 225 çын хутшăнни пирки унччен илтнĕччĕ-ха. Вĕсенчен 104-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Пирĕн ялта çуралнă, анчах урăх вырăнтан, калăпăр, Казахстанран, фронта кайнисене те хамăрăннисен шутне кĕртетĕп. Вĕсем те пирĕн ялсемех. Çавăнпа Кушкăран çапăçу хирĕнче 230 яхăн çын пулнă тетĕп. «Астăвăм» кĕнекере пурин хушамачĕ те çук. Çавсене эпир «Батальон моей родины» кĕнекене кĕртрĕмĕр тата çак ятлă фильм ÿкерсе чыс турăмăр. Вăрçă ветеранĕсенчен ялта халĕ никам та юлман. Темиçе çул каялла Николай Михайлова юлашки çула ăсатрăмăр. Чăн та, кĕнекене Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тĕле кăлартăмăр. Ăна кун çути кăтартма ялти усламçăсем пулăшрĕç. Фильмне маларахах хатĕрлесе çитертĕм. Ăна Чăваш наци телекуравĕпе пĕрре кăна мар кăтартрĕç. Çак фильмпах Чĕмпĕрти кинофестивале хутшăнтăм. Халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшакан фильм тесе ятарлă парне те пачĕç уншăн. Асăрхани çав тери кăмăллă, çакă ĕçлеме хавхалантарать. Арăм йăхĕнчен тата хам енчен 7-8 çын пуçтарса ывăл ячĕпе «Манăн йăхташсем — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фотофильм турăмăр. Çу уйăхĕ. Улмуççисем шап-шурă чечекре… Çапла пуçланать вăл. Текстне Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вĕренекен Николай Соколова вулаттартăм. 10 минут та 6 çеккунта тăсăлать вăл. Ăна та Мускав шайĕнчи конкурса ярса патăм.

Ăнсăртран çуралнă шухăш

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ. 2017 çул. Влади­мир Галошевăн мăшăрĕ Оль­га Шупашкарта иртекен «Вилĕм­сĕр полк» акцие тухма хатĕрленнĕ. Вăл аслашшĕн йăмăкĕн портретне йăтса тухать… Хĕрарăм вăрçăра пулни тата пысăкрах паттăрлăх-çке. «Асаттен портречĕпе тухмалла-ши?» — шухăша путнă Владимир Петрович. «Чим-ха, ара, манăн Кушкăри вăрçă паттăрĕсен портречĕсем пур-çке», — хавхаланнă вăл. Вара кăнтăрлаччен вăхăт пур-ха тесе хăвăрт кăна портретсене рамкăна вырнаçтарнă, тытмаллине тимĕр патакран янтăланă.

«Вăт 112 çынран тăракан «Кушкă батальонĕпе» пысăк полк йышĕнче пултăм. Плакатне тата пысăкрах тума та май пурччĕ. Унта кĕмен тепĕр 26 çыннăн сăн ÿкерчĕкĕ пур манăн. Эпир 150 çыннăн сăн ÿкерчĕкне тупрăмăр. Плакатра чи çÿле командирсене, орденсене тивĕçнисене вырнаçтартăм. Хамăр тăвансене пĕр çĕреллерех хума тăрăшрăм. Манăн асатте Филипп Филиппович Галошев та, унăн пиччĕшĕ Митрофан Филиппович та пур унта. Асаттен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсем Михаил Тимофеевич, Прохор Тимофеевич, Семен Петрович Галошевсем фронтра пулнă. Плакатра вырăн тупнă Фекла Адамовна Мурзалимова медсестра вара вăрçăран таврăннă. Эпĕ ăна хам та астăватăп, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă вăхăтра моторлă велосипедпа çÿретчĕ», — аса илчĕ Владимир Петрович.

Сăмах май, Владимир Галошевăн кукашшĕ те Петр Егорович Елисеев /Аслă Пăла Тимешре çуралса ÿснĕ/ фронтра пулнă. Çапăçу хирне вĕсем тăватă пĕртăван пĕрле тухса кайнă. «Ял тăрăх салтак юрри юрласа çÿресе пăшăрханнипе лаша урапине те пăснă теççĕ. Тăватă пĕртăванран кукаçи кăна киле таврăннă. Икĕ хутчен йывăр аманнă вăл. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн 40 çул иртсен ăна III степень Мухтав орденĕ «шыраса тупрĕ». Кун пирки хаçатсенче те çырнăччĕ», — каласа тĕлĕнтерчĕ Владимир Галошев.

Аслашшĕне пытарнă вырăна çитсе килнĕ

Владимир Галошевăн аслашшĕ Филипп Галошев 1905 çулта çуралнă. 1942 çулта фронта кайнă. Отделени командирĕ, сержант пулнă. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Калуга таврашĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă. Ăна Калуга облаçĕнчи Туровка ялĕ çывăхĕнчи тăванла масарта пытарнă.

«Ашшĕ вăрçа кайнă чухне атте иккĕре кăна пулнă. Халĕ ĕнтĕ вăл та пурăнмасть. Асаттен çемйинче 6 ача çурма тăлăха юлнă. Аттепе анне, йăмăкпа упăшки 2003 çулта асаттене пытарнă вырăна çитсе килчĕç. Унтан тăприне илсе килчĕç, ăна чиркÿре сăвапласа хамăр ял масарĕнчи асаннен вил тăпри çине хучĕç. «Тăприсем пĕрле пулччăр», — терĕмĕр. Асаттене эпир асрах тытатпăр. Унпа мăнаçланатпăр. 2015 çулта Калуга таврашне ĕçлеме кайнăччĕ. Пĕр çын патĕнче пÿрт тăрри витнĕччĕ. «Кунта вăрçă вăйлă пулнă», — тенĕччĕ кил хуçи. Дедовăра танксен куравне йĕркеленĕччĕ те — унта çитсе килтĕмĕр. Нимĕçсен «Тигрне» çывăхранах куртăм. Куç алчăрасах кайрĕ… Сан çинелле килтĕр-ха тем пысăкăш çав танк, эсĕ ăна хирĕç гранатăпа кăна тухатăн… Лаша урапи кăна мар вĕт вăл. Унта совет танкĕсем те пурччĕ. Çапăçу пулнă вырăнсене кайса курмасăр, çар техникипе паллашмасăр вăрçă мĕн иккенне лайăх ăнланаймастăн. «Вилĕмсĕр полк» акцие йĕркелени çав тери кирлĕ пулăм тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра пирĕн çĕнтерĕве тĕнчери хăш-пĕр çĕршыв, çав вăхăтрах Украина та, ним вырăнне те хурасшăн мар. «Çĕнтернĕ, вара мĕн? 72 çул иртнĕ, эсир çаплах лăпăртататăр», — теççĕ. Лăпăртатни мар вăл. Эпир çĕнтернине халĕ хăшĕ-пĕри ĕненме те пăрахрĕ. Калăпăр, Германипе Францире пурăнакансен 65-80 проценчĕ совет çарĕ мар, Америкăпа Аслă Британи çĕнтернĕ тет. Çак тĕрĕсмарлăх малашне тата ытларах тымар ан ятăр тесен пĕтĕм тĕнчене, халăха тĕрĕссине каласа ăнлантармалла. «Çĕнтерÿ пирĕн, эпир çĕнтернĕ!» — чăннине каламалла ачасемпе çамрăксене. Эпир хăватлă, пултаруллă халăх, пирĕн çар вăйлă пулнине кăтартса пама тăрăшмалла», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Владимир Петрович сыв пуллашас умĕн.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.