Чăн поэт шăпи нушаллă

 Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче 1957 çулта çут тĕнчене килнĕ. Тăван кĕтесĕн имлĕ сывлăшĕпе çĕр пирĕ, пĕчĕкçĕ Атнакĕр çырансене чăп тулса авкаланса юхса выртни, Туçи сăрчĕпе Чÿквар çырми, хĕлле те, çулла та тапса тăракан сăваплă çăл куç шывĕ пулас поэта вăй-хавал, чун çирĕплĕхĕ, çивĕч ăс-хакăл, сисĕм-туйăм, хăюлăхпа сатурлăх, пиçĕлĕх парса тăнă.

«Тартик таврашĕ» тенĕ çынсем вĕсен йăхне. Аслашшĕ маттур кĕслеçĕ пулнă, ашшĕ — ятлă платник тата шăвăççă, ăсталăхĕ ламран лама куçнă, ячĕсем ял çине юлнă. Арçын ача пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăтра Смолинсен çемйи Çĕпĕре куçса кайнă. Тюмень облаçĕнчи Абалак салинче – Иртыш юхан шыв хĕрринче – пурăннă вĕсем. Кунти асамлă çĕрсемпе тавралăх, сĕм-сĕм вăрман илпеклĕхĕ яланах тĕпчеме, пĕлме ăнтăлакан хевтеллĕ ача чунне самай пуянлатнă, алла калем тытма хистенĕ. Вăл Çĕпĕрти тантăшĕсемпе, шур сухалсемпе куллен хутшăннă, çавăнпа вырăсла калаçма та хăвăртах вĕреннĕ. Çулталăкран шăпа вĕсене тăван тăрăхнех çавăрса çитернĕ.  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.