Купсасен пурлăхне упраççĕ

Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăннă Коротков купсасем 19-мĕш ĕмĕрте вăрман сутса ят-сум илнĕ. Ефим Федоровичăн 3 ывăлĕ те ашшĕн ĕçне тăснă. Унсăр пуçне вĕсем обществăпа патшалăх ĕçне хастар хутшăннă. Аслă ывăлĕ Иван 1864-1869 çулсенче Сĕнтĕрвăрри хулин пуçлăхĕ пулнă, виççĕмĕш ывăлĕ Василий — миравай судья тата уесри земство гласнăйĕ. Василин мăшăрĕ Елизавета Петровна хушнипе 1904 çулта тунă çуртра чирлĕ çынсем валли сыватмăш уçнă.

Ефим Федоровичăн мăнукĕсем тĕрлĕ ĕçре палăрнă. Сăмахран, Николай Павлович /Василий Ефимовичăн усрава илнĕ ывăлĕ/ вăрман завочĕ тытса тăнă, Матвей Иванович хула думин гласнăйĕ пулнă, Гавриил Иванович врачра ĕçленĕ, Сергей Петрович Сĕнтĕрвăрринчи библиотека председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Ефим Федоровичăн иккĕмĕш ывăлĕ Петр Сĕнтĕрвăрринче пурăнмалли пĕр хутлă чул çурт тунă. Революци хыççăн ăна строительство техникумне панă. 1963 çултанпа çак çуртра районти тавра пĕлÿ музейĕ /директорĕ — Лидия Мизгирева/ вырнаçнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.