Çамрăк шашистсем - çĕнтерÿçĕсем

Шупашкарти Даниил Леонидов тăватă çул каяллах тĕнчери чи çамрăк шашистсене çĕнтерсе чемпион пулса тăнăччĕ. Унтанпа «Энергия»спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан яшăн награда пухмачĕнче вун-вун медаль хушăннă.

Нумаях пулмасть Вячеслав Суховичпа Андрей Унтин вĕренекенĕ Орел хулинче иртнĕ Европа чемпионатĕнчен виçĕ наградăпа таврăнчĕ. 17 çула çитменнисен ушкăнĕнче пирĕн ентеш виçĕ вăйăра икĕ «ылтăнпа» пĕр «бронза» çĕнсе илнĕ. Хăвăрт вылякансен программинче пирĕн шашист ăмăрту рекордне çĕнетнĕ: 11 вăйă пĕтĕмлетĕвĕпе унăн кăтартăвĕ 100 процентпа танлашнă.

Европа турнирĕнче тепĕр çамрăк шашист та палăрнă. Шупашкарта çуралса ÿснĕ, халĕ Беларуç Республикинче пурăнакан Артем Тихонов чемпионатра абсолютлă çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Аса илтеретпĕр: Артем 6 çулта чухнех «Энергия» спорт шкулĕнче пĕрремĕш утăмĕсене тунă. Çав тапхăртах вăл тĕнче турнирĕсенче пирвайхи наградисене çĕнсе илнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.