Archive - 2 Çу, 2017
Упăшки кÿрентермен тĕк...
Ытти хĕрарăмăн упăшки пекех, Санюкăн мăшăрĕ те Мускава çÿрет ĕçе. Мĕн тăвас тетĕн? Ял хуçалăхĕ арканчĕ, выльăх тытнипе кăна ача-пăчана ура çине тăратаймăн. Кил-тĕрĕшне те çĕнетмелле. Йăлтах укçа кирлĕ.
«Тĕллев - çынсене пулăшасси, ĕç вырăнне чĕрĕ-сывă таврăнасси»
Пушар хуралĕнче тимлекенсен професси уявĕ умĕн Раççей МЧС тытăмĕнче ĕçлекен хастарпа Алесандр Павловпа тĕл пултăмăр.
«Ÿкĕнмелле ан пултăр»
Олег САМАНА: “Пурнăç - пурăнса ирттернĕ кунсем мар”
Хĕрÿ хĕвелĕн, ай, çунтарать ăшши, ан пултăр çеç вут-çулăмăн ташши
Тĕлĕнмелле çанталăк кăçал... Малтан, климат вырăнти нор¬мисене йăлт пăсса, ăшăтса пăрахать, унтан шăнтса лартать. Раштав уйăхĕнче урамра акă нуль градусран та çÿлерех кăтартрĕ термометр, анчах та çан¬талăк хăйĕн йĕрĕнчен пăрăнмасть — каярахпа пурпĕр шатăртаттарчĕ сивĕ. “Пуш уйăхĕн вĕçĕнче юр ирĕлчĕ васкаса”, — çырнă тахçанах классик. Кăçал вара вĕçĕччен кĕтсе тăмарĕ, маларахах чÿхенме пуçларĕç кайăксем кÿлленчĕксенче. Çанталăк каллех хăйĕннех турĕ — тытрĕ те ака уйăхĕн çурри иртсен тавралăха тем хулăнăш юрпа хупласа хучĕ.
Манăçать йăла-йĕрке
Мана — ватă çынна — паян тăванлăх туйăмĕ, ырă йăла-йĕрке пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр çул çинче кÿршĕ ялта пурăнакан пĕр çамрăка тĕл пултăм та калаçу майĕпе ашшĕ сывлăхĕ çинчен ыйтрăм. Вăл мана: «Пурăнать пулĕ-ха, пĕлместĕп, эпĕ унпа хутшăнсах каймастăп», — тесе хуравларĕ. Эпир унăн ашшĕпе — вăрçă ачисем. Нумай çул паллатпăр пĕр-пĕрне. Ывăлĕ ун çинчен урăх калаçасшăнах пулмарĕ. Эпĕ те ытла тĕпчес темерĕм.