Комментари хушас

2 Çу, 2017

Олег САМАНА: “Пурнăç - пурăнса ирттернĕ кунсем мар”

Чăваш эстрада тÿпинче çăлтăр хыççăн çăлтăр çуталать. Пĕрин ячĕ халăхра виçĕ кун тытăнса тăрать, теприн, куçран çухалсан та, юррисем ламран лама куçаççĕ. Çавна пулах ячĕ те чĕлхе çинчех. Çавăнпа пушшех те кăсăклă — ĕнер кăна халăх юратăвĕнче чăпăл тунă артист ăçта çухалнă, мĕнле пурăнать паян? Çак ыйтусен хуравне шыраса “Чăваш хĕрарăмĕнче” ятарлă рубрика уçас терĕмĕр. Хăнана чи малтан Олег Саманана чĕнес шухăш çуралчĕ. Ара, унăн “куммине” хăлхи çине упа лачлаттарсах пуснă çын кăна юрламастчĕ-тĕр хăй вăхăтĕнче. Çакăн хыççăн юрăç таçта çухалчĕ. Чăн та, “Эй, çамрăксем, мĕншĕн эсир ÿсĕр?” тата çакăн йышши темиçе юрă кăларса ĕлкĕрчĕ-ха эстрадăпа пачах сыв пуллашиччен. Кама-тăр хăнана чĕнсен ыйтусем малтанах хатĕрлекенччĕ. Хальхинче ятарласах çапла тумарăм — Олега хăй çинчен каласа кăтартма хăйне сăмах парас килчĕ. Йăнăшмарăм. Калаçу пĕр чарăнмасăр юхрĕ. Пĕр-пĕрне тахçанах курманнипе тунсăхласа çитнĕ çынсем пек темиçе сехет хутшăннă хыççăн, тĕрĕссипе вара, ку таранччен куçа-куçăн калаçса та курман, Олег ура çине тăчĕ: “Ирччен ларсан та сирĕнпе сăмах пĕтмĕ...”

“Композитор”

— Тĕл пулу пирки телефонпа çыхăнсан çакна пĕлтĕм — эсĕ ниçта та çухалман иккен. Тĕрĕсрех, шăп вăхăтра тупăннă: ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Юхма Мишшин сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсенчен пухнă концерта хутшăннă. Ăçтан сиксе тухрăн вара эсĕ шăп çак вăхăтра?

— Çапла, унта Валентина Двойновăпа пĕрле юрларăмăр. Михаил Николаевич пурнăçран ир уйрăлнă юлташăмăрсем — Анатолий Хум, Анатолий Ыхра, Анатолий Смолин, Петĕр Çăлкуç — çинчен сăвă хайланă, ăна кĕвĕлесе халăх умне кăлартăмăр. Питĕ аван йышăнчĕç. “Сиксе тухма” вара юлташсем пулăшаççĕ. Тĕрĕссипе, сцена çинчен çухалнăранпа 17 çул иртнĕччĕ.

— Халĕ сана, сцена çине таврăн-тăк тăк, "ĕнерхи" тесе те каламалла мар-ха ĕнтĕ. Çапах та 17 çул ăçта çĕтсе çÿрени çинчен каласа кăтарт-ха халăха.

— Юрласа-кĕвĕлесе кăна çемьене тăрантарма çук-çке. Пушшех те — ĕнсе çинче миçе кредит çакăнса тăрать. Ăçта кăна çитмен, мĕн кăна курман пулĕ... Тăван Чăваш Енре ман валли кресло тупăнмарĕ те, ăна шыраса тĕнче касса çÿреме тиврĕ. Креслине вара... бульдозер ларкăчĕ çинче тупрăм. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.