Çеçке çурччăр пурнăç чечекĕсем…
Ачасем — пурнăç чечекĕсем! Ача-пăчасăр пурнăç илемсĕр, тĕллевсĕр. Кам хирĕçлеме пултарĕ çак чăнлăха?
Шел те, ачалăх савăнăçлă вăйă-кулăра, çут тĕнче вăрттăнлăхĕсене кунран-кун ытларах та ытларах уçма ăнтăлса, вун-вун ыйту хуравне шыраса хăвăрт иртсе каять. Хаваслă çав вăхăта каялла тавăраймăн. Апла пулин те ачалăхпа çыхăннă аса илÿсем нихăçан та манăçмаççĕ, чун-чĕре тĕпĕнче яланлăх вырăн йышăнаççĕ. Ыранхи уяв, тĕнчери мĕн пур ачана халалланăскер, çамрăк ăрăва савăнăç парнелет тĕк — аслисем вара çак кун хыçа юлнă ачалăха тепĕр хут куç умне кăлараççĕ, ашшĕ-амăшĕн хÿттинче киленсе çитĕннине аса илеççĕ…
Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕ — авалхи уявсенчен пĕри. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн, ачасен сывлăхне тата ырлăхне сыхлас ыйту çивĕч тухса тăнă вăхăтра, 1949 çулта Парижра хĕрарăмсен конгресĕ иртнĕ. Унта хĕрарăмсем Çĕр çинчи ачасен телейне упракан тăнăç пурнăçшăн кĕрешме сăмах панă. Çав çулах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен демократи федерацийĕн канашĕн Мускав сессийĕнче Ачасене хÿтĕлемелли куна уяв евĕрлĕ паллă тума йышăннă. 1950 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче уява пĕрремĕш хут ирттернĕ. Кăçал çак куна тĕнчери 61 çĕршывра паллă тăваççĕ.
Çав вăхăтрах Ачасене хÿтĕлемелли кун савăнăçлă уяв çеç мар. Вăл чи малтанах обществăна ачасен прависене хÿтĕлемелли çинчен асăрхаттаракан пулăм. Аслисен кашнин çамрăк ăру телейлĕ, ăслă, пултаруллă çитĕнтĕр, пурнăçăн тĕрĕс çулĕпе утма вĕрентĕр, Тăван çĕршыва тивĕçлĕ граждансем пулса ÿстĕр тесе тăрăшмалла. Малалла вулас...
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас