Пĕр такана кĕмĕл

Мăшăрăмпа, Мария Кузьминичнăпа, 4 ача ура çине тăратрăмăр. Вĕсем Шупашкарта тата Мускав облаçĕнче тымар ячĕç. Арăм çĕре кĕнĕ хыççăн 22 çул пĕччен пурăнатăп. Вăл «Ударник» хуçалăхра лабораторире аслă агроном пулса самай вăхăт ĕçлерĕ.

Кукаç, Кирилл Гордеевич Гордеев, ăслă çын пулнă, патша çарĕнче службăра тăнă, унтер-офицер шутланнă. Çавăнтан 400 тенкĕпе килнĕ. Укçапа Панклире, Сурăм вăрманĕ çывăхĕнче, хӳтлĕхре 2 гектар çĕр илсе сад ĕрчетнĕ, икĕ хутлă çурт лартнă, часовня тунă, пĕве тытса пулă ĕрчетнĕ. Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче улма-çырла упранă, çӳлте хăйсем пурăннă. Ялти тĕп килне пăрахман, аталантарнă. Çемье ыттисенчен лайăх пурăнни хăшĕ-пĕрне килĕшмен, çăхавсем çырнă.

1921 çулхи нарăс уйăхĕнче кукаçа совет влаçне хирĕç агитацилет, пуян пурăнать тесе Калинино салинчи тĕрмене тытса кайнă. Шăп çав вăхăтра унта маçак, Мирон Тимофеевич Тимофеев, çакланнă. Салтакра чухне вăл генерал патĕнче адĕютант пулнă, лашасем пăхнă. Ĕçчен, пултаруллă чăваш каччине салтакран урхамах парса янă. Инкек умĕн килне юлан утпа çитнĕ. Амăшĕпе калаçса ларнă хыççăн: «Манăн кӳршĕ мĕнле пурăнать-ха?» — тесе вĕсене курма каçнă. Унта çĕнĕ влаçăн патшалăх валли апат-çимĕç, вăрлăх пуçтарса çӳрекен отрячĕ чарăнса тăнă. Ушкăнра офицерсем те пуррипе хурал тăратнă. Вăл маçака пӳрте кĕртмен. Лешĕ тарăхнипе салтака пăшалĕпе пĕрлех юр çине ывăтнă, пӳрте кĕнĕ. Çакăншăн ăна та Калинино салине, кукаç ларнă çĕре ăсатнă. Малалла вулас...

 

Иван ТИХОНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.