Чăн пулни

11 Çу, 2017

Пĕр такана кĕмĕл

Мăшăрăмпа, Мария Кузьминичнăпа, 4 ача ура çине тăратрăмăр. Вĕсем Шупашкарта тата Мускав облаçĕнче тымар ячĕç. Арăм çĕре кĕнĕ хыççăн 22 çул пĕччен пурăнатăп. Вăл «Ударник» хуçалăхра лабораторире аслă агроном пулса самай вăхăт ĕçлерĕ.

9 Утă, 2016

Хветурана качча пани

Тихон Сергеевич 1920-1930 çулсенче районти потребительсен союзĕн агентĕнче ĕçленĕ, ялсем тăрăх çăмарта пуçтарнă, лав çине майласа тиенĕ те хăйĕн лашипе Канаша леçнĕ. Аслă Таяпари çамрăк каччă Мĕтри Краснов та çăмарта пуçтарнă, Тихон Сергеевичпа пĕрле çÿренĕ. Çак каччă Тихăна питĕ килĕшнĕ. Аслă хĕрне Хветурана 20 çул тултарсан никама нимĕн каламасăр Мĕтрие качча пама шухăшланă вăл. Хветура вара ялти çÿлти касри Николай Петровпа туслă пулнă. Ĕлĕкхи йăлапа хĕрсене 19-20 çула çитсен хăвăртрах качча парас тенĕ ун чухне. Хĕрачасене çĕр паман, вĕсене харампыр тенĕ.

24 Юпа, 2015

Арăм çеç мар, савни те кирлĕ

Вăхăта тытса чарма çук, çуркунне симĕс çерем çине кăларса янă тиха пекех ĕрĕхет вăл. Эпĕ те халь кăна çамрăк та шухăччĕ. Хам 80 çула çитнине сиссе те юлаймарăм. Çапах та парăнас килмест-ха, райцентра кайсан хитре пикесем çинчен халĕ те куçа илейместĕп. Эх, кĕске куртка тăхăнаççĕ те купарчисене пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла мăкăльт! мăкăльт! вылянтарса утаççĕ. Каччисем епле чăтаççĕ-ши? Урам тулли хитре хĕр, кирек хăшне - арăм, кирек хăшне савни ту.

23 Утă, 2015

Пĕччен чарлан

Йĕпреç вăрманĕн уçланкинче вырнаçнă утар ытла та ир килнĕ çуркуннен пин-пин сассипе тулнă. Сарă чечеклĕ симĕс курăк-кавир çийĕн пыл хурчĕсем хавассăн сĕрлесе вĕçеççĕ, çурхи кун илемĕпе савăнаççĕ, тин çеç çурăлнă чечексен тусанне пухаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри вĕллесем еннелле вĕçсе сĕткене асăрханса йăтаççĕ. Утар çумĕнчех вырнаçнă сирень йывăççи таврана ырă шăршă сарнă. Шап-шур çеçкисене çурнăскер пирĕшти пекех илĕртÿллĕ. Йывăç пÿрт хыçĕнчи пĕчĕк пахча та шап-шурах, шуракăшсем кÿлĕ хĕррине канма анса ларнă тейĕн.

21 Ака, 2015

Мускаври Святой Матрона пулăшнипе

2006 çулхине пирĕн çемьене пысăк хуйхă килсе çапрĕ. Эпир - атте-аннен икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Пирĕн кĕçĕн шăллăм хăрушă чирпе, лимфогрануломатоз текенскерпе, чирлерĕ. Мăйĕ иçĕм çырли сапаки пек пĕчĕк-пысăк мăкăльсемпе тата шыçăпа тулса ларчĕ. Диагнозне пĕлме эпĕ хам больницăна кайнăччĕ. Врач каланине ниепле те ĕненес килмерĕ. Çав самантра шалта темĕнле туйăм, «Ăна Мускаври Матрона пулăшатех», - тесе шанăç пачĕ.

Шăллăма диагноза пĕлтерсенех вăл та кун пек пуласса ĕненмерĕ.

Pages