Пĕччен чарлан
Йĕпреç вăрманĕн уçланкинче вырнаçнă утар ытла та ир килнĕ çуркуннен пин-пин сассипе тулнă. Сарă чечеклĕ симĕс курăк-кавир çийĕн пыл хурчĕсем хавассăн сĕрлесе вĕçеççĕ, çурхи кун илемĕпе савăнаççĕ, тин çеç çурăлнă чечексен тусанне пухаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри вĕллесем еннелле вĕçсе сĕткене асăрханса йăтаççĕ. Утар çумĕнчех вырнаçнă сирень йывăççи таврана ырă шăршă сарнă. Шап-шур çеçкисене çурнăскер пирĕшти пекех илĕртÿллĕ. Йывăç пÿрт хыçĕнчи пĕчĕк пахча та шап-шурах, шуракăшсем кÿлĕ хĕррине канма анса ларнă тейĕн. Варкăш çил çирĕпленсех çитеймен улмуççисен вуллисене ачашшăн ытамлать, тин çеç çурăлса çитнĕ çеçкесем пĕр-пĕрне хуллен сĕртĕнсе вăтанчăклăн чуптуса ейленеççĕ тейĕн.
Ватă утарçă пире аякранах асăрхарĕ, саламласа аллипе сулчĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр тахçанах ун патне хăнана кĕрсе тухма сăмах панăччĕ. Тинех вăхăт тупса пылпа чей ĕçме, вăрманти уçă та таса сывлăшпа сывлама, çурхи асампа киленме тесе ятарласа килсе çитрĕмĕр. Хальччен палламан çынсене курнă çăмламас йытти сăнчăртан халь-халь вĕçерĕнсе каясла пÿрт тавра чупма пуçларĕ, хаяр сассипе чуна шиклентерсе каçăхса кайса вĕрчĕ. Кашкăр евĕр çÿллĕскер, тĕреклĕскер сăнчăртан вĕçерĕнсен ют çынна ним те мар лăскаса тăкĕ. Пире лăплантарса утарçă йытти çине сассине хăпартса каларĕ те лешĕ, хуçине итлеме хăнăхнăскер, хÿрине вылятса ÿплине кĕрсе çухалчĕ. Малалла вулас...