Упрама хунă, укçасăр юлнă
Потребительсен кредит кооперативĕсем юлашки вăхăтра республикăра йышланчĕç. Анчах вĕсенчен халăха улталаса ĕçлекенни те тупăнать иккен. Нумаях пулмасть Вăрнар район сучĕ икĕ кредит кооперативне ертсе пынă çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă, 8 çул та 2 уйăха ирĕкрен хăтарма йышăннă.
56 çулти арçын 2005-2014 çулсенче ятарлă килĕшӳ туса халăх укçине 63 млн тенкĕ ытла упрама илнĕ. Ахăртнех, кооператив саккунлă ĕçленине кăтартас тесе килĕшӳ докуменчĕ тăрăх процентсен пĕр пайне тӳлесе пынă.