Çĕр — нумай ачаллисем валли

11 Çу, 2017

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри нумай ачаллă 422 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем илмелли сертификат панă. Çакăн çинчен ЧР Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пĕлтерет.

Çĕр лаптăкĕсем илнĕ çемьесен чи пысăк шучĕ — Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче тата Канаш районĕнче. Республикăра нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу кÿмелли çак мерăпа усă курма пуçланăранпа вара — 2011 çултан тытăнса — Чăваш Енре 5707 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Çак йышăн 66% çĕр лаптăкĕсене пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме илнĕ.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.