Комментари хушас

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патăрьел, Елчĕк районĕсенче пулса çурхи ĕçсемпе паллашрĕ.

Хĕвел çаврăнăшĕ те тупăшлă

Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма уй-хирĕнче техника кĕрлени кăна илтĕнсе тăрать.

— Пĕрчĕлллĕ тата пăрçа йышши культурăсене — 1300, сахăр кăшманĕ — 300, çĕр улми 200 гектар акмалла-лартмалла. Çанталăк типĕ тăрсан çывăх вăхăтра çурхи ĕçсене вĕçлемелле. Уй-хирте 20 техника ĕçлет, — пĕлтерчĕ агрофирма ертӳçи Александр Илюткин.

Хуçалăхра сахăр кăшманĕ те туса илеççĕ. Пĕлтĕр гектар пуçне 500 центнер тухнă. Тупăшлăхĕ 30-40 процентпа танлашнă. Чĕр тавар вырнаçтарассипе йывăрлăх çук — ăна тирпейлекен заводсем юнашарах темелле. Николай Тихонов механизатора, Андрей Соловьев, Владимир Романов, Михаил Кузьмин тата ытти ĕçченсене ырлама та манмарĕ ертӳçĕ. Уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатма хăватлă техника та пулăшать.

— Кăçал патшалăх программипе çĕнĕ трактор, культиватор илтĕмĕр. Завод йӳнĕрехпе сутнăран укçа самай перекетлерĕмĕр. Агрегат кунне 130-140 гектар çинче çĕр ĕçне туса ĕлкĕрет. Унпа пĕр механизатор çеç кирлĕ. Кĕске вăхăтлăх кредит (çулталăкне 5 процентпа — авт.) илсе удобрени, вăрлăх, ГСМ туянтăмăр, — палăртрĕ вăл.

«Батыревский» пĕрлешӳре хĕрсех ака-суха пырать. Хăватлă техника хыççăн хура тусан пĕлĕт пек çĕкленет. Хĕвел ăшшинче, варкăш çилпе çĕр хăвăрт типет. Çакă аграрисене тăрăшарах ĕçлеме хистет. Хуçалăхра çурхи культурăсем акнипе пĕрлех «иккĕмĕш çăкăр» та лартаççĕ. Малалла вулас...

 

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.