Çав атăпа çур Европăна утса тухнă
Унтанпа çичĕ теçетке çул иртнĕ, анчах 87-ри Геннадий Котьков 1947 çулхи телейлĕ çав куна паянхи пек лайăх астăвать.
«Атте хăй таврăнасси пирки малара¬хах телеграмма ярса хыпарланă. Эпĕ ăна кĕтсе илме станцие чупрăм. Эшелон Канаш станцийĕнче чарăнчĕ те — салтаксем пĕрин хыççăн тепри вакунсенчен сиксе анаççĕ. Ат¬тене ултă çул курман, анчах ăна тÿрех пал¬ласа илтĕм. Вăл та мана палларĕ. Ун патне пытăм. Хам хумханатăп. Тÿрех ыталаса хăй çумне çупăрларĕ...» — аса илет вăл.
Ашшĕпе ывăлĕ киле васканă. Инçе те утмалла мар — Котьковсен çурчĕ станци çывăхĕнчех вырнаçнă. Вăрçăччен чукун çул çинче ĕçленĕ Яков Георгиевич шăпах çав çуртран фронта тухса кайнă. Çывăх çынни¬семпе вăрахлăха сыв пуллашмасса шаннă пуль те — шăпа тени урăхларах килсе тухнă. Малалла вулас…
Комментари хушас