Упрама хунă, укçасăр юлнă

11 Çу, 2017

Потребительсен кредит кооперативĕсем юлашки вăхăтра республикăра йышланчĕç. Анчах вĕсенчен халăха улталаса ĕçлекенни те тупăнать иккен. Нумаях пулмасть Вăрнар район сучĕ икĕ кредит кооперативне ертсе пынă çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă, 8 çул та 2 уйăха ирĕкрен хăтарма йышăннă.

56 çулти арçын 2005-2014 çулсенче ятарлă килĕшӳ туса халăх укçине 63 млн тенкĕ ытла упрама илнĕ. Ахăртнех, кооператив саккунлă ĕçленине кăтартас тесе килĕшӳ докуменчĕ тăрăх процентсен пĕр пайне тӳлесе пынă.

«Финанс пирамиди» евĕр йĕркеленĕ ĕçе каярах Чăваш Республикинче чарса лартнă. 330 çынран илнĕ укçа вара «ураланнă».

Унсăр пуçне арçын тепĕр икĕ кредит кооперативĕнчен займ килĕшĕвĕ тăрăх илнĕ 3 млн тенке яхăн укçа та çухалнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.