Туй такмакне илтсен варти ача хускалнă

«Чуна уçса калаçар» рубрикăна тытса пыма пуçланăранпа миçе çыннăн чунне уçмарăм-ши? Хальхинче тĕпеле тутар юррисене шăрантаракан чипер те илĕртӳллĕ чăваш пикине — 23 çулти Вероника ПИНЕСЛУНА — чĕнес терĕм. Çамрăкскер Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Унта итальян, нимĕç чĕлхисемпе арисем юрлама вĕреннĕскер хăй тĕллĕн арапла калаçма хăнăхнă. Вăл 9 чĕлхепе вулама, çырма, словарьпе усă курса куçарма пĕлет, çăмăллăнах пуплет. Юрĕ, пур вăрттăнлăха та умсăмахрах пĕлтерем мар-ха.

Ашшĕпе амăшĕ ывăл кĕтнĕ

— Санпа паллашсан пуçăмра пĕр ыйту çуралнăччĕ. Чăваш пики мĕн тĕллевпе тутарла юрлать-ши? Тинех çак ыйтăва сана пама мехел çитрĕ.

— Тӳрех калам: эпĕ Чăваш Енре çуралман. Манăн кукамай Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче кун çути курнă. Ăна кӳршĕ Тутиел ялĕн каччи вăрласа кĕнĕ. Вăл Тутар Республикине кĕрет. Манăн анне унта çуралнă. Атте те çавăнтанах, салтакран таврăнсан аннепе пĕрлешнĕ. Малтан манăн аппа Ирина çуралнă. Çывăх çыннăмсем телей шыраса Чĕмпĕре тухса кайнă. Аппа 12 çулта чухне эпĕ кун çути курнă. Эпĕ 1-ре чухне çывăх çыннăмсем тăван ялне каялла таврăннă.

Санпа паллашиччен аннӳпе, Алина Тайпи сăвăçпа, Интернетра туслашрăм. Вăл сĕннипе соцсетьри санăн страницуна кĕрсе куртăм. Кун-çулу тĕлĕнтермĕшпе пуян, эсĕ аçупа аннӳшĕн Турă кĕтмен çĕртен панă парне иккен…

— Пĕррехинче анне урамра утса пынă. Çывăхри икĕ хутлă çурт умĕнче автобус чарăннă та унтан хаваслă çынсем юрласа тухнă. Çавăнтах туй такмакĕ каласа ташша яра панă вĕсем. Шăп çав самантра аннен варĕнче эпĕ пĕрремĕш хут хускалнă. Анне чунĕ телейпе тулнă, «Иринăн шăллĕ е йăмăк пулĕ», — шухăшланă вăл. УЗИ тунă чухне тухтăрсем варта хĕр ача е арçын ача пулнине калайман. Манăн анне çакăншăн савăннă çеç, мĕншĕн тесен атте ывăл кĕтнĕ. Малалла вулас...

 

 

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.