Комментари хушас

Республикăри Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче /Çĕнĕ Шупашкар хулинче\ инвалидсем бадминтолла выляссипе Раççей кубокĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче ăмăртаççĕ. Палăртмалла: кунта çĕнтернисем Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче тĕнче чемпионатĕнче вăй виçĕç. Вăл кăçалхи чÿк уйăхĕнче Кăнтăр Корейăра иртет.

Çĕнĕ Шупашкар хулине çĕршывăн 14 регионĕнчен 48 сусăр килсе çитнĕ. Вĕсенчен 20-мĕшĕ – коляскăпа çÿрекен спортсменсем.

Чăваш Ен чысне ăмăртура Муркаш районĕнчи, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 12 спортсмен хÿтĕлет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.