Ака тар тăкмасăр пулмасть

25 Çу, 2017

Çурхи хĕвел ăшшăн пăхать. Уй-хирте тăри юррине хупласа трактор-машина кĕрлет. Ĕçченсем юлашки гектарсем çинче сухалаççĕ, акаççĕ.

— Çуракине тахçанах вĕçлемелле те, çĕр типейменни пĕтерет. Шурлăхлă вырăнсене хăварса акса пыратпăр. Паян икĕ техника ĕçсĕр ларать, лаптăксене кĕреймест, — ăнлантарчĕ уй-хире ĕçченсем патне васканă май «Красный партизан» хуçалăх ертÿçи Николай Иванов.

Колхозăн усă куракан çĕр 2353 гектар, çав шутра кĕрхисем — 370 гектар. Малтанлăха палăртнă тăрăх, вĕсем лайăх хĕл каçнă. «Агрономпа тин кăна пăхса çаврăнтăмăр. Тикĕс те çăра шăтса тухнă, чуна савăнтарать», — палăртрĕ председатель. Çурхисем вара 1 пин гектар йышăнмалла. Нумай çул ÿсекен курăксене те сÿрелеççĕ, апатлантараççĕ. Ака-сухана 15 трактор кăларнă, 6 машина вăрлăх, удобрени турттарать. Хĕрÿ тапхăра 37 çын хутшăнать. Ирхине ирех ĕçе тытăнаççĕ те тавралăха каç сăнĕ çапсан кăна чарăнаççĕ.

— Хуçалăхра хура пусă та хăваратпăр. Çĕр пулăхне лайăхлатма ăна кантармалла. Удобрени туянма хаклăран сидератпа ытларах усă куратпăр. Нумай çул ÿсекен курăксем /люцерна, клевер\, донник, пăрçа акатпăр. Пăрçа выльăхшăн белокпа пуян апат шутланать, çĕр пулăхне азотпа тивĕçтерет. Ăна малашне 100 гектарах çитересшĕн, — калаçăва малалла тăсать Николай Михайлович.

— Сирĕн хуçалăхра яш-кĕрĕм те самай. Мĕнпе илĕртетĕр вĕсене?

— Чăн та, юлашки вăхăтра кăна Анатолий Иванов, Артемий Ефимов, Сергей Иванов ĕçлеме тытăнчĕç. Çамрăксем ытларах техника паркĕнче вăй хураççĕ. Вĕсене çĕнĕ машина-трактор шанса паратпăр. Виçĕ çулта МТЗ-82, икĕ КамАЗ тата çĕр хатĕрлемелли агрегатсем туяннă. Хальхине ĕлĕкхипе танлаштараймăн, кабинăра таса, кондиционер. Яш-кĕрĕм хаваспах унпа ĕçлет. Шалу вăхăтра тÿлетпĕр, преми, кĕркунне тырă паратпăр. Валерий Антонов, Вениамин Прохоров, Александр Антонов опытлă ытти механизаторсем вĕсене пулăшса пыраççĕ. Сăмах май, хуçалăхра специ-алистсем çителĕклех.

Калаçăва ана тăрăх васкаса утакан каччă татрĕ. Артемий Ефимов механизатор иккен. Кăнтăрлахи апата ĕлкĕресшĕн. Ăна ĕçченсем патне уй-хирех илсе килеççĕ.

— Яш-кĕрĕм хулана туртăнать, эсир вара ял, çĕр ĕçне суйласа илнĕ?

— Эпĕ шкул хыççăн хулара та пурăнтăм, Мускава те ĕçлеме çÿрерĕм. Чун-чĕре тăван ялах туртрĕ. Кунта ирĕклĕ, сывлăш таса, лăпкă. Ĕç те пур. Мĕншĕн тĕнче касса çÿремелле? — хуравларĕ йĕкĕт. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.