Комментари хушас

25 Çу, 2017

Паттăр йăхĕнчен

«Йăхра паттăр çын пулнăран эпир Патшин хушаматлă», – теççĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Зинаида Григорьевнăн çемйинче. Тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăм ывăлĕпе, кинĕпе тата мăнукĕсемпе пĕрле пурăнать. Василий Витальевич тĕпченĕ тăрăх, хăйсен йăхне пуçарса янă арçын кĕрешÿçĕ пулнă. Пуянсем ăна тутарсем патне те кĕрешме илсе çÿренĕ. Пĕррехинче чăваш пуянĕпе тутар тавлашса каяççĕ. «Çĕнтерсен хĕре качча парăп», – тет тутар çĕрме пуянĕ. «Эпĕ вара хамăн çĕрĕн çуррине шеллемĕп», – ÿксе юлмасть чăваш. Паттăр çын кĕрешÿре çĕнтерет. Тутарăн ăна ирĕксĕрех хăйĕн хĕрне Зульфияна качча пама тивет.

«Апла сирĕн йăхра тутар юнĕ те чупать. Утарçăсем те пулман-и?»– ыйтатăп вĕлле хурчĕсем патĕнче ăшталанакан амăшĕпе ывăлĕнчен. «Ăру йывăçне малалла тĕпчеме Хусан архивне çитмелле. Унта, тен, йăхра хурт-хăмăр ăсти те тупăнĕ», – ăнлантарать Василий.

Патшинсен çемйи туслă, ĕçчен, пултаруллă тата типтерлĕ. Ахальтен мар ял уявĕнче вĕсен кил хуçалăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă, çакна çирĕп-летсе хапхи çине ятарлă паллă вырнаçтарнă.

Çамрăксем аслăраххисенчен вĕренсе пыраççĕ. Зинаида Григорьевна 33 çул фермăра вăй хунă, ĕне сунă, пăру пăхнă, вăкăр самăртнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. «Çичĕмĕш класс пĕтерсен каникул вăхăтĕнче 3 уйăх чĕп ферминче тăрăшрăм. Саккăрмĕш хыççăн экзаменсем тытсан тÿрех фермăна вырнаçрăм», – аса илет вăл. Малалла вĕренес те килнĕ пулĕ хĕрĕн, анчах йывăрлăх ку çула татнă. Амăшĕ 5 ачапа тăлăха юлнă. Ашшĕ çĕрĕ кĕнĕ чух Зина тăватă çулта кăна пулнă.

Пурнăçа йÿнеçтерме хĕрача пир тĕртнĕ, кайран ăна тутарсене сутнă. Тĕртнипе пĕрлех тĕрри те тĕрленсе пынă. Малалла вулас..

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.