Комментари хушас

25 Çу, 2017

Ача ячĕ суйлатпăр

2017 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа федерацин çĕнĕ саккунĕ /94-мĕш номерлĕ\  вăя кĕнĕ, çавна май Раççей Федерацийĕн Çемье кодексĕн 58-мĕш статйине тата ЗАГСпа çыхăннă саккунăн 18-мĕш статйине улшăнусем кĕртнĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн ача валли ят суйланă чухне çакна шута илмелле:

– цифрăсемпе, саспаллипе хутăш цифрăпа, хисеппе, символсемпе тата саспалли шутне кĕмен паллăсемпе /«дефис» паллăсăр\  усă курма юрамасть;

– усал сăмахлă, должноçа, титула палăртакан ятсем те юрăхсăр.

Кун пек ятсене ЗАГС органĕсене çырма чарнă.

Унсăр пуçне саккун ашшĕпе амăшĕн тĕрлĕ хушамат чухне ача валли ăна суйлама хушма майсем уçса парать.

Малтан ачана амăшĕн е ашшĕн хушаматне кăна пама пултарнă /килĕшсе татăлнă тăрăх\. Халĕ ăна харăсах икĕ хушаматпа /ашшĕпе амăшшĕнне тĕрлĕ майпа пĕрлештерсе\ çыртарма юрать.

Анчах кун пек чух вăл дефис урлă çырнă икĕ сăмахран ытла пулмалла мар.

Унсăр пуçне пĕр тăван пиччĕшĕпе шăллĕн е аппăшĕпе йăмăкĕн иккĕлле хушамачĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăмалла мар. Урăхла каласан, ашшĕпе амăшĕн хушамачĕсене тĕрлĕ майпа пĕрлештерме юрамасть.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.