Archive - Утă 2016

июля 5th

5 Утă, 2016

Грантсем культурăна тĕревлĕç

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе Правительство членĕсемпе, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

5 Утă, 2016

Сĕткен паракан, шанчăк çуратакан çăлкуçсем

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ — Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисенчен пĕри. Çирĕм тăваттăмĕш хут иртрĕ вăл Чăваш Енре. Астăватăп-ха: çак «çăлкуç» йĕркелÿçисем виçĕ регионти халăх пултарулăхĕн хастарĕсем пулчĕç. Ун чухне фестиваль «Атăлçи çăлкуçĕсем» ятпа çÿретчĕ. Вăл наччасрах анлă Атăл пек мăнаçланса кайрĕ, хăйĕн техĕмлĕ «шывĕпе» чунăмăрсене канăç кÿчĕ. Раççейри тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи халăх пултарулăх коллективĕсем çеç мар, чикĕ леш енчен те килме пуçларĕç шурă Шупашкарăмăра.

5 Утă, 2016

Хĕрарăм илемĕн фотоÿнерçи

Сергей Васильев — Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, журналистика тата ÿнер фотографийĕн ăсти. Сергей Григорьевичăн профессипе çыхăннă награда питĕ нумай: вăл — Пĕтĕм тĕнчери сăнÿкерчĕк "Оскарĕн" "Ылтăн куç" парнине пилĕк хутчен /1978, 1980, 1982, 1983, 1985/ тивĕçнĕскер. Унашкалли Раççейре урăх çук.

5 Утă, 2016

Сухаллă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп

Пирĕн хушăра тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын сахал мар. Пĕри ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçленĕ хушăрах алла киçтĕк тытса илемлĕ ÿкерчĕксемпе илĕртÿллĕ картинăсем тума ăста. Тепри производствăран пушă вăхăтра ачасене самолет тăвас ăсталăха алла илме вĕрентет...

5 Утă, 2016

Вăйлисен вăййи аталанать

Пауэрлифтинг “йывăр япалана çĕклени” тени пулать. Вăл “вăй” тата “йăтать” сăмахсенчен пулнă. Халăхра ăна вăйлисен вăййи теççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче хĕвеланăçри çĕршывсенче аталанма пуçланăскер паян йывăр атлетсем кăмăллакан спортăн юратнă тĕсĕ пулса тăчĕ.

5 Утă, 2016

Чĕлхесĕр Олешкăна качча кайма хăраман

Юратнă çынпа яланах — савăнăçлă самантра та, хурланнă чухне те — чуна уçса калаçас, унăн сассине итлесе киленес килет… Енчен вăл калаçаймасть, илтмест пулсан килĕшÿпе çураçу тенине епле тупмалла? Чуна епле лăплантармалла?

5 Утă, 2016

Орден-медальне çакса çÿреместчĕ

"Вилнисем чĕррисемпе юнашар тăрсан çĕршыв тата та вăйланса, хăватланса кайĕ",— тенĕ хăй вăхăтĕнче сĕм суккăр Ванга. Çакă пĕтĕм Раççейĕпе иртекен "Вилĕмсĕр полк" акци пирки каланăнах туйăнать...

июля 2nd

2 Утă, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 25 /947/ №. 2.07.2016

2 Утă, 2016

Аваллăха сăнлать Сăкăт чăвашĕ

Чăваш наци музейĕнче иртнĕ «Çĕнтерÿ символĕсем» куравра паллашнăччĕ Федор Артамонов алăстипе. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăтĕнче пурăнаканскер «ЧХ» вулаканĕсене хăй çинчен каласа кăтартма хапăлах пулчĕ.

Pages