Комментари хушас

5 Утă, 2016

Сухаллă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп

Пирĕн хушăра тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын сахал мар. Пĕри ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçленĕ хушăрах алла киçтĕк тытса илемлĕ ÿкерчĕксемпе илĕртÿллĕ картинăсем тума ăста. Тепри производствăран пушă вăхăтра ачасене самолет тăвас ăсталăха алла илме вĕрентет...

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Николай Михайлов /ытларахăшĕ ăна Сухаллă Микулай хушма ятпа пĕлеççĕ/ хăйĕн пурнăçĕн ытларах пайне Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Йывăр шухăшсенчен канас тĕллевпе сăвă-калав шăрçалама, хаçат-журнал валли статья-тĕрленчĕк çырма сĕтел хушшине ларнă, халăх хорĕнче юрланă. Çав вăхăтрах эпир вăл пултаруллă спортсмен пулнине те пĕлетпĕр. Калаçăва та спортранах пуçларăмăр.

— Николай Павлович, эсир спорта парăннă çын. Кун кĕнеки çырса пынине те илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и?

— Çапла. 1986 çултанпа кашни кун миçе çухрăм чупнине /çуран е йĕлтĕрпе/ тата утнине палăртса пыратăп. Акă, калăпăр, паян 3 çухрăм чупрăм, 4 çухрăм утрăм. Дневникре пĕтĕмпех паллă. Хамăн япăх тата лайăх енсене пĕлме, çитĕнÿсене хак пама кирлĕ ку мана. Кашни çул пĕтĕмлетÿ тăватăп. Тĕслĕхрен, кăçал йĕлтĕрпе 635 çухрăм чупнă, пĕлтĕр — 598. Çулсем шунă май кăтартусем те япăхланаççĕ: малтанхи çулсенче уйăхра 1000-1500 çухрăма та парăнтараттăм. Эпĕ çуран чупма ытларах юрататăп. Тренировка ирттерме нумай чухне Кивĕ Вăрмар патĕнчи рашчана тухатăп. Хушăран стадионта е паркра хатĕрленетĕп.

— Çичĕ теçетке çул урлă каçрăр пулин те ÿркенместĕр. Вăрмарсем сирĕнтен тĕлĕнме те пăрахрĕç пулĕ.

— Хăнăхрĕç ĕнтĕ пурте. “Халĕ те чупатăн-и-ха? Чупса ывăнмарăн-и?” — теççĕ çул çинче тĕл пулсан. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пăрахсан чир-чĕр çыпăçать. Чăн та, сывлăх енчен аптрамастăп-ха. Юн пусăмĕ те аванах. “Каччăнни пекех”, — теççĕ врачсем. Анализсем те начар мар. Куç кăна япăхланчĕ, операцисем те тутартăм. Хутпа нумай ĕçлени те, талăкĕ-талăкĕпе хуралта тăни те витĕм кÿчĕç пулĕ.

— Эсир Мускавра иртекен сумлă ăмăртăва — Пĕтĕм тĕнче марафонне — темиçе те хутшăннă.

— Ăмăрту стартне 4 хут тухрăм. 2005 çулта аслисен йышĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Унта чупакансене пурне те медальпе футболка параççĕ, çĕнтерÿçĕсене укçан хавхалантараççĕ. Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери марафонçăсен “Матч пяти” турнирĕнче пĕрре мар ăмăртнă. Ветерансен хушшинче йĕркелекен çĕршыв чемпионатне 12 хут хутшăнтăм, икĕ хутчен призер пултăм. Атăлçи тăрăхĕнчи турнирсенчен пĕрре мар медальпе таврăнтăм. Мускавра, Тольяттире, Екатеринбургра, Хусанта, Челябинскра тата ытти хулара иртнĕ ăмăртусене тулли кăмăлпа аса илетĕп. Ют çĕршывсенчи стартсене те хутшăнас килет, анчах унта çитме кĕсье хулăнах мар çав.

— Атлетсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă теççĕ. Сирĕн юлташ нумай-и?

— Шупашкарти “Элара” завод çумĕнчи спорт клубĕн хастарĕсемпе туслă çыхăну тытатăп. Вĕсемпе пĕрле чылай хулара пулса куртăмăр. Хамăр ентешсенчен 76-ри Корнил Ивановпа юлташлă. Унпа тĕрлĕ хулара иртекен ăмăртусене хутшăнтăмăр. Республика тулашĕнчисемпе те çыхăнăва татман: турнирсенче яланах пĕр-пĕринпе тĕл пулатпăр.

— Спортсмен пулма пĕрре те çăмăл мар. Çак çул çине хăçан тăтăр?

— Ачаранах спортпа туслă эпĕ. Салтакра чухне спорт ĕмĕре тăснине ăнлантăм: çуран тата йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăсталăха аталантарма пуçларăм. Мускавра ĕçленĕ чухне эпĕ штанга йăтса çурăм шăммине хускатнăччĕ. Ăна сиплес тесе ирсерен чупма тата зарядка тума пуçларăм. Çакă пулăшрĕ курăнать: паянхи кун та аптрамастăп-ха. Çав тапхăртанпа сывă пурнăç йĕрки, ăмăртусем, тренировка пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕç. Мускав милицийĕнче ĕçленĕ чухне “Динамо” спорт клубĕн чысне хÿтĕлерĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчи паллă динамовецсемпе Павелпа Алевтина Колчинсемпе, Вячеслав Веденинпа, Анатолий Насеткинпа пĕрле сахал мар турнирта вăй виçрĕм. Чăваш Ене таврăнсан республика ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçларăм. Вăрмар тăрăхĕнче ирттерекеннисенчен те юлмастăп. “Наци кросĕ”, “Йĕлтĕр йĕрĕ” массăллă уявсене хаваспах тухатăп.

— Вăрмар каччи ШĔМ тытăмне ĕçлеме епле лекнĕ-ха?

— Пĕрле ÿснĕ юлташăм салтак аттине хывсан милиционера вырнаçнăччĕ. Ун чухне Мускав çыннисем милиционер ĕçне пит килĕштерместчĕç, çавăнпа унта ялтан тухнисем ытларахчĕ. Служба вăхăчĕ вĕçленсен эпĕ яла таврăнасшăнччĕ. Тракторист специальноçĕ те пурччĕ, анчах манăн вĕренес ĕмĕт пысăкчĕ. Тусăм сĕннипех ШĔМ управленине кайса пăхрăм, каçхине шкула çÿрерĕм. Каярахпа милици шкулĕнче вĕрентĕм. Мускавра темле лайăх пулсан та тăван тăрăх каяллах туртатчĕ. Чăваш чĕлхишĕн тунсăхланипе чăваш хаçачĕсене çырăнса илеттĕм. 6 çул ĕçленĕ хыççăн Шупашкара килтĕм. Унта уголовлă шыравăн аслă инспекторĕ, уйрăм пуçлăхĕ, дивизион командирĕ пултăм. ШĔМ тытăмĕнче пĕтĕмĕшле 25 çул ĕçлерĕм. 1983 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Чапаев ячĕллĕ заводра вăй хутăм. 1992 çулта Вăрмара куçса килтĕм.

— Отставкăри майор литературăпа кăсăкланма хăçан пуçланă?

— Мускаврах çырма тытăнтăм. Отпускра чухне Чăваш Ене час-час çÿреттĕм, Çыравçăсен союзне те кĕрсе тухаттăм. Ун чухнехи председатель мана Мускав облаçĕнчи Калининградра /халĕ — Королев/ Ираида Нарс писатель пурăннине пĕлтерчĕ. Çунатланнăскер ун патне хăнана кайрăм. Вăл мана ăшшăн йышăнчĕ. Ăна хам сăвăсене кăтартрăм. Ираида Алексеевна мана çырма хавхалантарса тăчĕ. Манăн статьясем “Хыпар”, “Чăваш хĕрарăмĕ” тата районти “Хĕрлĕ ялав” хаçатсенче кун çути кураççĕ. Унччен тухса тăнă “Крим” хаçат валли те нумай çыраттăм. Манăн тăватă кĕнеке пичетленсе тухрĕ.

— Николай Павлович, эсир юрлама та ăста теççĕ.

— Çамрăк чухне нумай юрланă. Мускавра пурăннă чухне те, Шупашкарта та хора çÿренĕ. Вăрмарти “Парне” ансамбльпе концертсемпе уявсенче халăха сахал мар савăнтарнă. Иккĕмĕш арăм та кĕвĕ-çемĕ енĕпе маттурччĕ, ансамбльсенче пĕрле юрланă. Унăн хĕрĕ вара юрăç пулса тăчĕ.

— Мĕншĕн Сухаллă Микулай хушма ят илтĕр?

— Сухала 65 çула çитсен ÿстерме пуçларăм. Унччен мăйăхпа çÿренĕ. Сухаллă çын сумлăрах курăнать. Ăмăртусен вăхăтĕнче те тÿрех асăрхаççĕ. Хăшпĕр чухне йăлăхтарса çитерет те хырса пăрахатăп. Кайран каллех ÿстерме тытăнатăп. Сухаллă çыннăн ĕмĕрĕ те вăрăм теççĕ.

— Эсир — “Хыпар” Издательство çурчĕ ирттернĕ çăмăл атлетика чупăвĕсен хастарĕ.

— И.Яковлевпа Н.Ни­коль­ские сума суса чупу ирттерни пысăк хисепе тивĕç. Пĕрремĕшне 2003 çулта йĕркелерĕç. Ун чухне “Кăнна Кушки — Шупашкар — Купăрля” маршрутпа чупрăмăр. Тепĕр вунă çултан çак пуçарăва тепĕр хут йĕркелерĕç. Эпĕ те юлмарăм унран. 2008 çулта вара республикăри паллă спортсменсемпе Шупашкартан Тутарстана çити 380 çухрăм чупрăмăр. Çак мероприятисем икĕ республика хушшинче туслă çыхăну йĕркелеççĕ, сумлă патриархăмăрсен ячĕсене ялан асра тытма пулăшаççĕ.

А.ПЕТРОВ калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.