Archive - Çу 2016

мая 5th

5 Çу, 2016

ÇУ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Çу уйăхĕнче çут çанталăк куç умĕнчех улшăнса çĕнелет, йывăç-курăк чечеке ларать. Çак уйăхра Хĕвел Вăкăр паллинче тăрать, çыншăн унăн энергийĕ çурт-йĕр лартма е пурлăх туянма лайăх витĕм кÿрет. Çапах хăвăр пурнăçа хăтлăх кĕртнипе пĕрлех кану, романтика пирки те ан манăр.

Уйăх пуçламăшĕ Уйăхăн юлашки чĕрĕкне лекет. Пухăннă энерги саппасĕ чаксах каять, çавăнпа çынсем, уйрăмах ватăраххисем, кирек мĕнле кăмăллах мар пулăма та стресс пек йышăнма пултараççĕ. Лăплантаракан курăксен шĕвекне ĕçме, çу уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче çирĕп диетăна пăхăнма сĕнеççĕ.

5 Çу, 2016

Тĕрĕ-çĕвĕ кăмăла уçать

ХХ ĕмĕрте ал ĕçне пĕлмен çын сайра пулнă. Ялсенче хĕрачасем мĕн пĕчĕкрен çыхма, тĕрлеме, çĕлеме вĕреннĕ, арçын ачасем пуртă-пăчкă тыткалама, вĕрен-пăяв явма хăнăхнă. Халĕ, шел те, ал ĕçне вĕренме тăрăшакан çамрăксем сахалрах. Çакă хулара çеç мар, ялта та палăрать.

5 Çу, 2016

Йывăçсене шурататпăр

Халĕ лавккаран йывăç вуллине шуратмалли тĕрлĕрен хутăш туянма пулать. Акрил сăрă /акриловая краска/ чи анлă сарăлни темелле. Пахчара усă курма хатĕр водоэмульсионкăна е водно-дисперсионнăй сăрăсене «улма-çырла йывăççисем валли» е «сад-пахча сăрри» тесе палăртаççĕ. Вĕсем йывăç вулли çинче лайăх тăраççĕ, çумăр çунипе юхса анмаççĕ. Çак хутăшсенче антисептик пур, çавăнпа унта урăх ядохимикат хушма юрамасть.

Енчен те хатĕр хутăш шĕвĕрех пулсан ПВА çилĕм хушма юрать, хутăш çăра пулсан çилĕм хушма кирлĕ мар.

5 Çу, 2016

Çĕрулми икерчи

Çĕрулмирен çĕр-çĕр тĕрлĕ апат хатĕрлеме пулать. Тÿнĕ çĕрулмирен вĕтĕ икерчĕ /оладьи/ пĕçерсе пăхар-ха.

Кирлĕ пулать: 2,5-3 стакан вĕтетнĕ ыхра хушса тÿнĕ çĕрулми, чĕрĕк стакан теркăланă сыр, 2 çăмарта шурри, çур стаканран сахалрах сухари тĕпренчĕкĕ.

Духовкăна 200 градуса çити хĕртетпĕр. Сухари тĕпренчĕкĕпе сыра хутăштаратпăр. Çĕрулми нимĕрĕнчен 10-12 икерчĕ тăватпăр.

5 Çу, 2016

«Тантăш» 17 (4483) №, 5.05.2016

Pages